Пултарулăхра иксĕлми вăй
Чăн чăваш хресченĕнче иксĕлми вăй тапса тăрать. Сухаçă-акаçă та вăл, унсăр пуçне кирпĕч купалама та пултарать, платник ĕçне аван пĕлнĕрен çуртне те хăй тăвать. Килте техника пуртан тимĕр шăратма та маçтăр. Тата... йывăçран тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем касса кăларать. Эрешĕсене ÿнер шедеврĕсем темелле, пĕр кăлтăк тупаймăн, çав тери паха ĕçсем.
Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Шăхальте пурăнакан Геннадий Ильич Васильев çинчен пырать сăмах. Çĕр ĕçченĕн çулла пушă вăхăт çукпа пĕрех. Эпир çитнĕ кун та ялти ăстаçă уя курăк çулма васкатчĕ, хăйĕн алĕçĕсемпе паллаштарма ыйтсан сăпайланчĕ, нимĕн тĕлĕнмелли те çук терĕ. Анчах кăтартма хирĕç пулмарĕ.
Куç ытарайми илем мăн çуртпа юнашар ларакан пĕчĕк йывăç пÿртре /ăна Геннадий Ильич хăй ăсталанă/ тĕпленнĕ. Кухньăра усă курмалли ывăса, пĕчĕк арчана, ытти вак япалана нумайăшĕ касса кăларать, анчах художник куçĕпе илемлетесси тепĕр шайри ăсталăх мар-и çав?
Ахальтен мар Геннадий Васильевăн "ылтăн çÿпçинче" профессионал художник картинисем тăрăх хатĕрленĕ ĕç нумай. Уйрăмах ЧР тава тивĕçлĕ, халăх художникĕн, патшалăх премийĕсен лауреачĕн Владимир Иванович Агеевăн произведенийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Йывăçпа ĕçлекенскер мĕншĕн ăна суйласа илни те паллă пулчĕ - арăмĕн тăванĕ иккен.
Ял çынни мĕн пĕчĕкрен çак ăсталăха алла илнĕ тесе те калаймăн. Юмахри пекех вут пуленкинчен Буратино пулса тухнă темелле. Çамрăк чухне /çирĕм çула та çитеймен/ Çĕпĕрте пурăнакан пиччĕшĕ патне хăнана кайнă. Хĕллехи каçсем сивĕ, урама тухса чупаймăн. Пиччĕшĕ йывăçран каскаланине пăхса ларнă май Геннадий те вăхăт ирттерме хăтланса пăхас тенĕ. Çапла пĕрремĕш арча "çуралнă". Яла таврăнсан каччă ытти япала ăсталама пикеннĕ. Алли йывăç патне пынăран ĕç ăннă. Пирвайхи ывăссем халĕ те йывăç пÿртрех упранаççĕ. Вĕсене чылайăшĕ пек чечек касса кăларса илемлетмен. Ун чухне каччă пулнăран-ши кашнин çинче - пирĕшти-хĕр. Çакна кура ал ĕçĕ ыттисенчен пач уйрăлса тăрать. Хĕрарăм кĕлеткине уйрăммăн касса кăларни те пур.
Комментировать