Пирĕн алăксем яланах уçă!

30 Июн, 2016

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç умĕнче пĕр ыйту — малаш пурнăçа мĕнле профессипе çыхăнтармалла? Çак тата ытти тĕрлĕ ыйтăва паян Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогикăра 30 çул тăрăшакан, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн директорĕ Станислав Порфирьевич ГРИГОРЬЕВ хуравлама килĕшрĕ.

— Станислав Порфирьевич, çак тапхăрта пин-пин çамрăка професси илме пулăшнă колледж. Пурнăç хăвăрт улшăннă май Эсир те вырăнта тăмастăрах.

— Çамрăксен кăмăлĕпе тĕллевĕсене яланах шута илсе ĕçлетпĕр. Хăй вăхăтĕнче пир-авăр промышленноçĕ валли кадрсем хатĕрленĕ вĕренÿ организацийĕ тĕллевĕсене улăштарса пырать. Эпир автомобиль промышленноçĕ, машиностроени, пулăшу ĕçĕсен сфери валли кадрсем хатĕрлетпĕр. «Реклама», «Информаци тытăмĕсен отраслĕсем тăрăх», «Промышленнăç оборудованине пухса вырнаçтарасси тата техника эксплуатацийĕ», «Автомобиль транспортне техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрасси тата юсасси», «Товароведени тата потребитель таварĕсен пахалăхĕн экспертизи», «Экономика тата бухгалтери учечĕ» специальноçсемпе професси пĕлĕвĕ паратпăр.

— Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ тата педагогика колледжĕ пĕрлешнĕ хыççăн абитуриентсене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?

— Пĕрлешÿ пире çунатсене тата та анлăрах сарма май пачĕ. Нумай функциллĕ центр хута ятăмăр, воспитательсен квалификацине ÿстерекен курссем уçрăмăр, пуçламăш классен педагогĕсене хатĕрлеме тытăнасшăн. Вăтам шкултан тата 9-мĕш класран вĕренсе тухнă çамрăксене суйламалăх специальноçсем пур. Кăнтăрлахи уйрăмра та, куçăн мар мелпе те пĕлÿ илейĕ. Çĕнĕ специальноçсем уçасшăн. Кăçал "дизайн", "логистика" специальноçсене 25 бюджет вырăнĕ уйăрнă.

— Колледж çĕршывра чап илнине те пĕлетĕп…

— Çитĕнÿсем аталанма вăй-хал хушаççĕ. Студентсене 2-3 курсранах предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче производство практикинче пулнисĕр пуçне вĕсен заказĕсене те пурнăçлаççĕ. Тĕслĕхрен, реклама уйрăмĕнче вĕренекен Кристина Петрова тĕп хулари "Мониторинг Центрĕпе вĕренÿ аталанăвĕ" автономи учрежденийĕ ыйтнипе "Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче чăваш чĕлхипе литература кабинетне йĕркелесси" проект хатĕрлерĕ. Çав тери пысăк ĕç тума пултарнă студентка.

— Студентсем мĕнле предприятисенче практикăра пулаççĕ?

— Питĕр, Çырчаллă хулисенче, Мускавпа Ленинград облаçĕсенчи предприятисене производство практикине яратпăр. Шупашкарти агрегат, электроаппарат завочĕсемпе, «Чăвашавтотранс» предприятипе, «Акконд транс», «Лента», «Красная поляна», «Галерея Медиа-Чебоксары» пĕрлешÿсемпе, "Абрис", "Три-R", "Брындинсен типографийĕ" организацисемпе нумай çуллăх килĕшÿсем тунă. Çак предприятисен ертÿçисем пирĕн студентсен квалификацийĕ çÿллĕ шайра пулнине палăртаççĕ, хăйсем патне хапăлласах ĕçе илеççĕ.

— Малалла вĕренес текенсене мĕнпе савăнтарма пултаратăр?

— «Шкул-колледж-аслă шкул» вĕренÿ тĕллевĕпе ăнăçлă ĕçлетпĕр. Колледж дипломне илнисем Мускаври патшалăх дизайн тата технологи университетĕнче, Мускаври В.С.Черномырдин ячĕллĕ патшалăх уçă университетĕнче, Мускаври «МАМИ» патшалăх техника университетĕнче, Питĕрти патшалăх технологипе дизайн университетĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче тата сумлă ытти аслă шкулта вĕренме пултараççĕ.

— Пултаруллă çамрăксен пуласлăхĕ кăсăклантаратех Сире…

— Халĕ тĕнчере ĕç профессийĕсене «симĕс çутă» паракан WORLDSKILLS юхăм аталанса пырать. 2015 çулта "WORLDSKILLS RUSSIA в Чувашской Республике" конкурса 12 компетенципе ирттерчĕç. "Графика дизайнĕ" компетенцие пирĕн преподавательсем хатĕрлерĕç. Унта ЧПКн çичĕ студенчĕ хутшăнчĕ. Г.Я.Казанова преподавательпе Лена Максимова студентка Саранск хулинчи тупăшура 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Шăпах ун чухне Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Никольский ячĕллĕ колледжăн пуласлăхĕ пысăккине палăртрĕ. WORLDSKILLS конкурса воспитательсене хатĕрлеме тытăнтăмăр, çак тĕллевсене пурнăçа кĕртсе регион фестивалĕ ирттертĕмĕр. Студентсем Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссене, конференцисене хутшăнаççĕ. Акă, Владимир Шимин Пĕтĕм тĕнчери «Фотопризер» конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă, Мая Горчашкинапа Ирина Шуйская «Нарспи» авторĕн пултарулăхне тĕпчесе «Константин Иванов тата чăваш тĕнчи» Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕнчен дипломсемпе таврăннă.

— Кăçал Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ...

— Ĕç çынна илем кÿнипе пĕрлех малалла аталанма май парать. Колледжра хушма пĕлÿ паракан курссем ĕçлеççĕ. Кăмăл тăвакансем 50 яхăн рабочи профессийĕнчен пĕрне суйлама пултараççĕ.

Кăçал шкултан вĕренсе тухакансене çапла калам: «Шупашкарти професси колледжĕн алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă!»

Анатолий АБРАМОВ калаçнă.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: С.П.Григорьев директор РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа тата студентсемпе пĕрле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.