Шывра путакансене çăлаççĕ

26 Мар, 2014

Санкт-Петербургра лайф-сейвинг енĕпе шывра путакансене çăлакансен Пĕтĕм Раççейри пĕрлешĕвĕн чемпионачĕ вĕçленнĕ.

Юлашки çулсенче чылай çĕр-шывра вăй илекен спорт енĕпе тупăшма тĕрлĕ регионтан 300 ытла ишевçĕ пухăннă. Ăмăртăва Чăваш Ен спортменĕсем те хутшăннă. Пирĕн ентешсенчен унта Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Костин ытларах палăрнă. Уйрăм турнирсенче вăл виçĕ медаль çĕнсе илнĕ: пĕрлештернĕ пулăшу енĕпе - пĕрремĕш, манекена "çăлассипе" тата 200 метрлă дистанцире чăрмавсем урлă ишессипе пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Чемпионат пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шывра путакансене çăлакансен Пĕтĕм Раççейри пĕрлешĕвĕн тĕп канашĕн ертÿçи Петр Налезин пирĕн спортсменсен хатĕрленĕвне пысăк хак панă.

Рубрика: