Бюджета социаллă тĕллевсене тĕпе хурса пурнăçланă

26 Мар, 2014

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕнче Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова республикăн 2013 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун прекчĕпе паллаштарчĕ.

Консолидациленĕ бюджетăн тупăш пайне 43 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă - палăртнин 100% чухлĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш тÿпи 28 млрд тенке яхăн - ку кăтарту ÿсĕмлĕ. Укçан курăмлă пайĕпе ĕç укçине пысăклатма усă курнă, Министрсен Кабинечĕ пĕлтĕр шалу ÿстерес ыйтусемпе кăна тăватă йышăну кăларнă, çак тĕллевпе 1,9 млрд тенкĕпе усă курнă. Пĕтĕмпе вара ĕç укçи валли 14 млрд тенкĕ янă, çакă бюджетăн 31,7% пулать. Отрасльсем тăрăх илес тĕк - вĕрентÿ валли бюджетăн 25,6% уйăрнă, социаллă политика валли - 20,9%. "Наци экономики" статьяпа 15,3% тăкакланă, сывлăх сыхлавне 17,8% панă.


 

Рубрика: