Раççей пуласлăхĕ - регионсенче
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Раççей регионĕсем — çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" IX Шупашкар экономика форумĕ иртнĕ.
Малтан ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева сăмах пачĕç. Вăл регионсен экономикинчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Шупашкара килме кăмăл тунăшăн ĕçлĕ апатланăва хутшăнакансене тав турĕ, "çавра сĕтелсенче" ăнăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ.
— Чăваш Енре пурăнакансем çуллен çĕртмен 24-мĕшĕнче Республика кунне уявлаççĕ, — аса илтерчĕ вăл. — Йăла-йĕркене тытса пурăнаççĕ, çемье пахалăхĕсене тĕпе хураççĕ. Вĕсене никĕсе хывса çамрăк ăрăва çитĕнтеретпĕр. Республикăн предпринимательсемпе хутшăнса пурнăçланă ĕçне хакласа Санкт-Петербургра иртнĕ экономика XX форумĕнче тивĕçлипе кăтартнăшăн пирĕн инвестици рейтингне пĕтĕмлетме хутшăннисене пурне те, çав шутра ятарлă институтсене, Стратеги пуçарăвĕсен агентствине тав тăватăп. Вĕсем республикăн ĕç тăвакан влаçĕн тата предпринимательсен пĕрлĕхĕн хутшăнăвĕсене пахаласа Чăваш Ене тăххăрмĕш вырăнтан /2015 ç./ улттăмĕшне хăпартрĕç. Çак кăтартушăн савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Пуласлăхра ăçта тата камсем патне талпăнмаллине пĕлетпĕр. Çынсен, çав шутра çамрăксен, чун-чĕринче тухăçлă ĕçлеме хистекен хăват пур.
М.Игнатьев пирĕн çынсем, этем капиталĕ, ăс-хакăл тĕп пуянлăх пулнине палăртрĕ. Çынсене инвестици хывасси — тĕрлĕ шайри влаçсен тĕллевĕ. Çĕршыв экономикинчи чăрмавсем хăш-пĕр енĕпе Чăваш Ене те ура хураççĕ.
— Анчах эпир электротехника, пылак çимĕç, хими, апат-çимĕç оборудованийĕн продукцийĕпе вăйлă, — терĕ. — Вăл экспорта лайăх каять. Пирĕн тавара 85 патшалăх туянать. Республикăра Испани, Германи, Серби, Япони компанийĕсем ĕçлеççĕ. Китай производство йĕркелесе ярасси пирки иккĕленместпĕр.
ЧР Пуçлăхĕ хăнасене социаллă пурнăçри ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи 5 уйăхрине пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ — 114, ял хуçалăх производствин 110 процентпа танлашнă.
— Ăна 2015 çулхинчен лайăхлатрăмăр. Ÿсĕме сыхласа хăварассишĕн тăрăшатпăр, — калаçăва вĕçлерĕ М.Игнатьев.
РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова сăмахне халăха вĕрентес ĕçпе çыхăнтарчĕ:
— Манăн çамрăксене юридицие, экономикăна вĕрентме малашне бюджет вырăнĕ сахалрах парассине пĕлтерес килет. Инженерсене, биологсене, химиксене, ытти специалиста хатĕрлеме ыйтаççĕ. Анчах çак профессисене алла илессишĕн экзамен сахалрах тытаççĕ. Çапах эпир инженер специальноçĕсене суйласа илекенсен йышне ÿстерессишĕн ĕçлетпĕр. Ку енĕпе ырă улшăну пур. Вĕренÿ министерстви çак тĕллеве пурнăçлассишĕн ĕçлеме тытăнчĕ ĕнтĕ.
Германири ĕçлĕ çынсемпе çыхăнусем йĕркелеме пулăшакан эксперт Инна Армстронг чăваш пайтаçисене нимĕçсен экономикин конъюнктурипе, пуян практикипе усă курма сĕнчĕ. Норвеги-Раççей Суту-илÿ палатин представительствин ертÿçи Владимир Багреев шухăша яракан тĕслĕх илсе кăтартрĕ: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр Норвегире çĕршывăн мĕнпур лаптăкĕн 3 процентĕнчен те сахалрах, анчах халăха тивĕçтерекен продукцин 50 ытла процентне кунта туса илеççĕ. Пĕтĕм бизнесăн 95 проценчĕ — пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен.
Ларура ытти чылай эксперт сăмах каларĕ. Раççей промышленникĕсемпе предпринимателĕсен федерацин Атăлçи округĕнчи уйрăмĕсен координаци канашĕн ларăвĕ, тĕрлĕ темăпа "çавра сĕтелсем", семинар-канашлусем иртрĕç. Çĕртмен 24-мĕшĕнче форум хăйĕн ĕçне малалла тăсать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
ХĂНАСЕН ШУХĂШĔ
Виталий Манкевич, Промышленниксемпе предпринимательсен Вырăс-Ази пĕрлĕхĕн президенчĕ:
«Шăпах Шупашкарти экономика форумне пула пĕрремĕш хут Чăваш Ене çитсе куртăм. Эпĕ Раççей центрĕ çакăнта тесе шухăшлатăп, кунта экономикăна аталантармалли лайăх перспективăсем пур.
Паян эпир пĕрремĕш тĕлпулу ирттертĕмĕр, ку малашне килĕштерсе ĕçлессин пуçламăшĕ тесе шухăшлатăп. Манăн тĕп тĕллев — Ази инвестицийĕсене Раççей Федерацине явăçтарасси. Форум вăхăтĕнче эпир тĕрлĕ проект тĕпчерĕмĕр, Чăваш Ен экономикин перспектива отраслĕсене пăхса тухрăмăр. Туслăн ĕçлесе пирĕн пĕрлехи предприятисем йĕркелемелле, бизнеса аталантармалла, çапла майпа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те тупăнĕç».
Владимир Бармашов, Коми Республикин экономика министрĕ:
«Эпĕ Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар. Экономика форумне илес пулсан, унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Экономика ыйтăвĕсене Петербург, Сочи, Хĕвелтухăç форумĕсенче çеç мар, регионсенче те тишкермелле. Чăваш Енре çак форума 9-мĕш хут ирттерни хăех тĕрлĕ шайри экономика тытăмĕнчи экспертсем унпа кăсăкланнине пĕлтерет.
Комментировать