Ĕçлес кăмăллисемшĕн çул уçă

25 Июн, 2016

Кĕçнерникун Шупашкарта, «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав уçăлчĕ. Ăна кăçал Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

Курав республика халăхне, пĕр-пĕринпе килĕштерсе бизнес тăвакансене кирлĕ. Унта таварпа пулăшу ĕçĕсен тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă кунсенче çĕнĕ килĕшÿсем çирĕплетессе шанатăп. Экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр регион малалла аталанни, ытти республикăпа тата çĕршывпа килĕштерсе ĕçлени савăнтарать. Курава итальян делегацийĕ те хутшăнчĕ кăçал, — хăй кăмăллă пулнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мĕнпур хăнана, мероприятие хутшăнма кăмăл тунисене тав турĕ, ÿлĕм те çакнашкал хастар пулма сунчĕ.

Регион ертÿçи республикăри хуласен тата муниципалитет районĕсен стенчĕсемпе паллашрĕ. Халăха паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекен предприятисене ырларĕ, конкуренцие çĕнтерсе пырса малалла талпăнма ăнăçу сунчĕ, ĕçлес кăмăллисем валли яланах çул уçă пулнине палăртрĕ.

Курав ытти çулри пекех кăçал та пуян. Пăнчăллă-пăнчăллă, хĕрлемес, шупка хĕрлĕ тĕслĕ сысна çуринчен тытăнса ял хуçалăхĕнче паянхи кун питĕ кирлĕ техника таранах илсе килнĕ уява.

Краснодар крайĕнчи Тимашевское станцирен çитнĕ Бирюковсен сентри патĕнчен лăпкăн иртсе каяймарăм. Вĕсем хĕвеллĕ тăрăхран вун-вун тĕрлĕ сиплĕ пыл илсе килнĕ: абрикос, кедр, аçтăрхан мăйăрĕ хушни. Кашниех усăллă, тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма пулăшнине çирĕплетет кил хуçи. Çăка, кукша пуç, сăрт-ту, чечек тусанĕн пылĕ — кăçал юхтарнисем.

«Иртнĕ çул Чăваш Ене пуçласа килтĕмĕр. Питĕ килĕшрĕ сирĕн патра, çавăнпа та ÿркенмесĕрех кăçал та çула тухрăмăр. Çакнашкал курава çулталăкне темиçе хут ирттерсен те пăсмасть. Туслăха çирĕплетнисĕр пуçне бизнеса аталантарать. Пылĕ хамăрăн та нумай, анчах та сирĕнне те çулленех туянса каятпăр. Пĕлтĕр питĕ пахаланăран эпир Краснодар кăрчамипе пĕрле хĕвелçаврăнăш çăвĕ та илсе килтĕмĕр. Сирĕн халăх ăшă кăмăллă тата сăпайлă», — палăртрĕ Наталья Бирюкова.

Тольятти хулинчен килнĕ Наталья Уткина маçтăрăн тĕрлĕ алки-вăчăрине, мăй çыххине черет тăрсах туянчĕç. «Чăваш хĕрĕсем питĕ чипер, тĕрĕллĕ тум тата илемлетет. Хулара та пур çĕрте те — тасалăх, йĕрке. Çак курав — хăй чăн-чăн уяв. Хак пама сăмах та çитмест. Питĕ чаплă. Çула тухмасăр чăтаймарăм, Чăваш Ене кăçал та килсе курма тĕв турăм», — терĕ маçтăр.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.