Чăваш Ен çамрăкĕсем пуçаруллă

25 Июн, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин пуçаруллă çамрăксене пулăшас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕпе Сангаджи Тарбаевпа тĕл пулнă.

Унта ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова, ЧР Общество палатин ертÿçи Алексей Судленков, комисси членĕ Дмитрий Чугунов, республикăри студентсен активĕ, çамрăксен общество организацийĕсен хастарĕсем хутшăннă. Тĕлпулура вĕсем Чăваш Енри КВН юхăмне аталантарассипе, эрех ĕçессипе тата наркоманипе кĕрешессипе, тăлăх ачасене пулăшассипе, обществăпа влаç çыхăнăвне вăйлатассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. “Чăваш Ен — питĕ илемлĕ те кăсăклă регион. Кунти çамрăксем хастар пулни тата вĕсене республикăра пурăнма майсем пурри кăмăла çĕклет”, — палăрт­нă Сангаджи Тарбаев. Çавăн пекех вăл чăваш каччисемпе хĕрĕсем спортпа туслă пулнине палăртнă.

“Çамрăксем сывă та тĕрек­лĕ пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем — пирĕн республика пуласлăхĕ. Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн лайăх услови туса панă: хуласемпе районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ, спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ, спорт лапамĕсем çĕнелеççĕ”, — тенĕ Михаил Игнатьев.

Сангаджи Тарбаев республика ертÿçине РФ Общество палатипе РФ Тĕп прокуратурин “Прокурорпа калаçар” пĕрлехи проекчĕпе паллаштарнă, çамрăксемпе прокуратура ĕçченĕсен хушшинче çыхăну йĕркелени хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.