Коллекторсен ĕçĕ пирки - саккун

25 Июн, 2016

РФ Патшалăх Думи çак кунсенче коллекторсемпе парăмçăсен хутшăнăвĕсен йĕркисене çирĕплетекен саккуна виççĕмĕш вулавпа йышăнчĕ. Асăннă саккун пирки РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова хăйĕн шухăшне пĕлтерет:

— Ку ыйту нумайăшне тахçантанпах пăшăрхантарать, çавна шута илсе эпир, депутатсем, «Вăхăтра тÿлеймен парăма тавăрассипе çыхăннă ĕç-хĕле пурнăçланă чухне çынсен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлесси çинчен» саккуна кăçалхи ака уйă­хĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăнтăмăр. Унтанпа ку проекта кĕртме сĕнекен 100 ытла улшăнăва пăхса тухрăмăр, нумайăшне ырларăмăр.

Çак саккунпа килĕшÿллĕн коллекторсен парăмçăсене хăратма, психологи тĕлĕшĕнчен пусарма, вăйпа усă курма, сывлăхĕпе пурлăхне сиен кÿме ирĕк çук. Вĕсен миçе сехетрен пуçласа хăш вăхăтчен хутшăнма юранине те палăртнă. Çапла вара икĕ енĕн хутшăнăвĕсем таса та уçăмлă пулма тивĕç. Малашне вăл е ку çыннăн парăмĕ пирки калакан информацие Интернетра, çав этем пурăнакан çуртра е подъездра вырнаçтарма, унăн ĕç вырăнне пĕлтерме юрамасть. Чи пĕлтерĕшли — парăмçă айккинчи çынсемпе /кредиторпа е коллекторпа/ куçа-куçăн калаçма килĕшмессе те пултарни. Коллекторсен парăмçăн тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе, кÿршисемпе тата ĕçтешĕсемпе вăл ирĕк парсан çеç хутшăнма юрать.

Саккуна тĕпе хурса парăмсене шыраса илекенсен патшалăх реестрне йĕркелĕç, ку вăл асăннă списокри çынсен тĕп ĕç-хĕлĕ пулĕ. Вĕсене федерацин ĕç тăвакан влаç органĕ — РФ Правительствин уполномоченнăйĕ — сăнасах тăрĕ, надзор ирттерĕ. Унта микрофинанс организацийĕсен заемщике тĕп парăмăн тÿлесе татман пайĕ тĕлĕшпе çеç процентсем шутласа палăртма ирĕк пуррине те асăннă. Ку саккун пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе парăмсене шыраса илессипе çыхăннă право хутшăнăвĕсене пырса тивмест.

Халĕ пирĕн тĕллев — саккун мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрасси, унпа мĕнле усă курнин мониторингне ирттересси.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.