«Атăлçи пăлхавçисем» - тăхăрвуннăра

24 Июн, 2016

Çапла, шăпах 90 çул каялла, 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут пысăк экран çинче кăтартнă ăна. Чăвашсен пĕрремĕш илемлĕ фильмĕ çав çулах Пĕтĕм Союзри проката тухнă. Картинăри ĕç-пуç 1905 çулхи Исмел пăлхавĕпе çыхăннă.

Сценарие çирĕплетме Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский Мускава кайнă. Комисси председателĕ СССР Тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ Михаил Калинин пулнă. Çапла çуралнă чăвашсен пĕрремĕш фильмĕ.

Ун хыççăн «Сарпике», «Хура юпа», ыттисем кун çути курнă. Республикăра кино ĕçне аталантарас тĕлĕшпе Кинофикаципе кинопрокат управленийĕн Чăваш уйрăмĕ /»Чăвашкино»/ пысăк витĕм кÿнĕ. Ютра кăларнă хатĕр фильмсене кăтартас енĕпе çеç мар, вырăнти вăйпа илемлĕ, документлă кинолентăсем ÿкерессипе те самай палăрнă вăл. Çавăн пекех сценарисем, актерсем, режиссерсем, ÿнерçĕсем хатĕрленĕ. «Чăвашкино» халăхăн культура шайне çÿле çĕклеме пулăшнă.

«Чăвашкино» ултă çул — 1926-1932 çулсенче — ĕçленĕ. Çак тапхăрта илемлĕ çичĕ тата документлă виçĕ фильм ÿкернĕ. «Волжские бунтари», «Сарпике» /1926/, «Хура юпа» /1927/ пирки маларах асăнтăм-ха. Илемлĕ фильмсен шутне çавăн пекех «Ял» /Вихрь на Волге, 1928/, «Апайка» /Прачка, 1929/, «Священная роща», «Ас ту» /Помни, 1930/ кĕртмелле. Документлă ĕçсенчен çаксене — «Страна Чувашская» /1927/, «60 лет чувашской грамоты» /1927/, «Рожденная Октябрем» /1930/ — ÿкерме ĕлкĕрнĕ.

«Вихрь на Волге» картинăн малтанхи ячĕ — «Ял». Вăл «Чăвашкино» пурнăçланă чи ăнăçлă ĕç теççĕ. Массăллă сценăсене чăваш хресченĕсем хутшăннă. Çавна май фильм чăваш пурнăçне çывăх пулса тухнă, наци кăмăл-сипечĕпе те, йăли-йĕркипе те.

«Апайкăна» пуçласа Мускаври чи пысăк «Космос» кинотеатрта кăтартнă. Унти пысăк экран çине кăларакан картинăсене «боевик» тенĕ. Пирĕн «Апайка» та çав рете тăнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ялсенче колхозсем чăмăртанма тытăннă. «Чăвашкино» та çак пулăмран аякра тăма пултарайман. И.Максимов-Кошкинский вырăс журналисчĕпе А.Чистяковпа «Хир хумханать» сценари çырма пуçланă. Картинăна ÿкернĕ вăхăтра ятне улăштарнă, «Киремет кати» тенĕ.

Шăпах çак кинопа ĕçленĕ вăхăтра «Чăвашкинона» «Востоккинопа» пĕрлештернĕ. Çапла «Чăвашкино» кун-çулĕ татăлнă. 1930 çулта унăн ĕçченĕсене Мускава куçарнă. Унта «Чăвашкино» материалĕсемпе усă курса тата тепĕр фильм — «Октябрь тивлечĕпе çуралнă республика» — ÿкернĕ. 1931 çулта «Востоккинора» чăвашла тепĕр картина — «Ас ту» — тухнă. Питĕ ытарлă пулса тухнă-çке: ентешĕмĕрсен юлашки ячĕ пире астăвăмлă пулмаллине, вĕсем тунă ĕçе манмалла маррине аса илтермест-и-ха?

Юлашки çулсенче Раççейре кино ÿкерес, ăна куракан патне çитерес ĕç çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Ку енĕпе çивĕч ыйту пайтах. Вĕсен шутĕнче — кинозалсем, оборудованисем сыхланса юлманни, ытти те. Шăпах çаксене шута илсе Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016 çула Раççей кино çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, çакă хамăрăн паллă пулăмпа — «Чăвашкино» йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнипе — çыхăннă.

Лайăх кино халăхăмăрăн ят-сумне çĕклеме пулăшать, чăваш çыннине малашлăха шанса пурăнма хавхалантарать. Раççей кино çулталăкĕнче лайăх кинокартинăсем ытларах çураласса, Чăвашра та киноăстасем ура çине çирĕп тăрасса шанас килет.

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.