Хапăл тăвăр йыхрава, Килсе курăр уява!

23 Июн, 2016

Ыран Чăваш Ен хăйĕн сумлă уявне - Республика кунне - чыслăн паллă тăвать. Тĕрĕсрех, уяв мероприятийĕсем темиçе кун маларах пуçланчĕç. Сăмахран, çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче «Пурнăç» мультимедиа куравĕ уçăлчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă выстăвкăра çынсем документлă кадрсемпе тата сăнÿкерчĕксемпе паллашрĕç.

Паян вара «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалĕ тата «Руç ăстисем» конкурс уçăлчĕç. Асăннă конкурса тĕрлĕ регионтан 37 ăста килсе çитнĕ. Чăваш Ен чысне 22 маçтăр хÿтĕлет. «Раççей çăлкуçĕсем» кăçалхипе 24-мĕш хут иртет. Унта Архангельск облаçĕнчи «Радеюшки» фольклор театрĕн артисчĕсем, Дагестанри «Гергебиль» юрăпа ташă ансамблĕ, Челябинск тăрăхĕнчи «Ухари» квартет тата ытти ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ 32 регионтан 37 коллектива пуçтарĕ. Вăл ыран Шупашкарти Анне палăкĕ патĕнче иртет. Сумлă хăнасем хушшинче Беларуçран, Эстонирен, Мускавпа Севастопольте пурăнакан йăхташăмăрсем те пулĕç.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республикăри халăх пултарулăх центрĕ 80 çулхи юбилейне палăртать. Ăна халалласа тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Енри «халăх» ятне тивĕçнĕ творчество коллективĕсен концерчĕ пулать. Кăçал наци тумĕсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» парадне пĕрремĕш хут йĕркелеççĕ. Кунтах наци тумне ăсталакан маçтăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашăпăр.

Республика кунне Элĕк районĕнче те ирттереççĕ. Ентешĕмĕрсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Этнокартиш йĕркелени хăй мĕне тăрать! Кун пекки паян ытти тăрăхра çук. Çавăнпа та Элĕке çитсе курмаллах. Уяв программи те пуян. Вăл «Сурăм пуххи» ял уявĕпе пуçланать. Унта чăвашсен авалхи тата туй юррисемпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех район Акатуйĕ, чăваш эстрадин «Вирьял шевлисем» фестиваль çĕнтерÿçисен концерчĕ те пулать.

Уяв тĕлне йăлана кĕнĕ тăрăх çĕнĕ объектсем те хута каяççĕ. Сăмахран, ĕнер Вăрнарти аш-какай комбиначĕ Малтикас ялĕнче мăйракаллă шултра выльăх валли çĕнĕ вите хута янă. Унта 1000 ĕне вырнаçать.

Валентина МАКСИМОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.