Пăрăçăн уйрăмлăхĕ

23 Июн, 2016

Паянхи çĕр ĕçченĕ унччен пирĕн тăрăхра питех ÿстермен йывăç-курăка та лартма-акма пуçларĕ. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен кунти условисенче те арпуспа дыня, пăрăçпа баклажан çитĕнтерсе аванах тухăç илме пулать.

Пăрăç тĕрлĕрен чирпе питех аптрамасть, анчах пăхнă чухне тимлĕх ыйтать. Йăран çине куçарса лартнă чухне те унпа асăрхануллă пулмалла. Тымар вăйлă амансан вăл хăвăрт вăй илеймест, çавна пула çимĕç илесси та кая юлать. Ăна акнă чухнех кашнине уйрăм савăт уйăрни аван — йăрана куçарса лартнă чухне тымар сиенленмĕ. Пăрçа вăрăран тухакан пĕрремĕш çулçăсем таранччен çеç тăпрана лартмалла. Унăн, помидорпа хăярăнни пек, тунаран хушма тымарсем питех тухмаççĕ. Каярахпа та пăрăç тунине тăпрапа купалама ан васкăр. Тымар ытлашши нÿрĕкпе е сывлăш çитменнипе çĕрме пултарать. Тĕм тавра çĕре кăпкалатса тăмалла.

Тутлăхлă апатлантару вара кирлех. Çу каçипе 4-5 хутчен тĕрлĕрен тутлăхлă шĕвек хатĕрлесе шăвармалла. Чечекре чухне курăк шывĕ аван. Вĕлтрен, шăнăр курăкĕ, хăлха çакки курăкĕ, ĕне каяшĕ /5-7 кг\ илмелле те 15-20 литр кĕрекен савăта хумалла, шыв тултармалла. 10 кун сулхăнра ларса йÿçнĕ хыççăн шĕвеке 1:5 виçепе шыв хутăштарса кашни тĕпе пĕрер литр шăвармалла. Пăрăçăн çимĕçĕ тытăнсассăн малтанхи меслетпе хатĕрленĕ шĕвеке нитроаммофоска хушса ирĕлтермелле. Шыва чăх каяшĕ хушса йÿçĕтни те аван. Вунă кунран 1:5 виçепе шывпа хутăштарса кашни тĕпе пĕрер литр ярса тухмалла.

Тутлăхлă апатланăва 2-3 эрнере пĕрре ирттермелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.