Вермикулит — мĕн вăл?
Ял хуçалăх таварĕсем сутакан лавккасенче «Вермикулит» текен чĕркемсем тахçанах курăнкалаççĕ. Анчах ахаль çын вăл мĕн иккенне пĕлсех каймасть. Вермикулит мĕн тата ăна ăçта усă курнине кĕскен пăхса тухăпăр.
Вермикулит — çут çанталăкра тĕл пулакан минерал. Вăл вулкан ĕçне пула хĕрсе хытнă тăмпа хăйăр, ытти веществосен хутăшĕ — гидрослюда. Çут çанталăкра пысăк чул хысакĕ пек сийсемпе выртать. Гидрослюда сийне ватса вăйлă хĕртсессĕн вăл тĕпренет, вĕтĕ чул пек пулать. Вермикулит тĕсĕ тĕрлĕрен: ылтăн тĕслĕрен пуçласа çутă хăмăр, хăмăр, сăрă, е тĕксĕм хăмăр тариех. Вĕтĕ чул евĕр вермикулит хуçалăхра самаях усăллă материал. Вăл биологи тĕлĕшĕнчен çирĕп — ăна тĕрлĕ хурт-кăпшанкă сиенлемест, шăши-йĕкехÿре кăшламасть, тĕрлĕ микроорганизмшăн «тутлă» мар, çĕрмест.
Хими енĕпе те «кутăн». Ăна щелочь-кислота ирĕлтереймест, витереймест. Унран тĕрлĕрен сиенлĕ хутăш пăсланса тухмасть. Çавна пула хуçалăхра усă курма меллĕ япала вăл.
Вермикулита пахчаçăсем кăмăллаççĕ. Вăл çĕре кирлĕ минералсемпе пуянлатать, кăпкалатать тата нÿрĕке лайăх сăхать, çăмăллăнах нÿрĕке ÿсен-тăрана кирлĕ чухне «тавăрса» парать. 100 г вермикулит тĕпренчĕкĕ 499 мл шыв çăтать. Çак пахалăха кура ăна дренаж валли усă кураççĕ. Вермикулитпа хутăштарнă тăпра кăпăшка та çăмăл. Сывлăш, нÿрĕк лайăх тытăнать, ăшă упрать, ÿсен-тăран тымарне те шăнасран сыхлать. Вермикулит — нейтраллă рН минерал. Унпа хатĕрленĕ тăпрара тымар çĕрмест.
Тăпрана хушнисĕр пуçне сапансене тымарлантармашкăн ăна хăйне çеç усă курма пулать. Çакнашкал «тăпрана» лартнă сапан тĕрлĕ чир-чĕрпе сиенленменнине пула хăвăртрах аталанать, тымарланать.
Çак минерала чÿлмекре ÿсекен ÿсен-тăран валли тăпра сийне витмешкĕн те усă кураççĕ. Вăл нÿрĕке упрама май парать, кун пек чухне час-часах шăварма кирлĕ мар. Чÿлмекри тăпрана вермикулит нумай хушнă пулсан е унра çеç ÿстерекен чечек-курăка çемçе шывпа шăвармалла е шыва вĕретсе сивĕтмелле. Хытă шывпа яланах шăварсан вермикулитăн рН кăтартăвĕ пысăкланать, вăл нейтраллă минералтан щелочьлăланать. Сĕлтек тăпра йÿçекки пекех, ÿсен-тăраншăн аван мар.
Чÿлмекри чечеке куçарса лартас тесессĕн çиелти вермикулита пуçтарса илсе тепĕр хутчен усă курма юрать. Ăна лайăх çумалла та çатма çинче хĕртсе илмелле.
Паха енĕсене кура вермикулита строительствăра та усă кураççĕ. Вăл çунмасть, ăшă лайăх тытать, сасă ямасть. Мунча кăмакипе стена хушшине вермикулит плитасем тăратаççĕ. Вăл стена хĕрсе каясран хÿтĕлет.
Маччана, урайне ăшă тытмалла тумашкăн та вермикулит аван.
Комментировать