Шывăн турачĕ çук

23 Июн, 2016

Шыва кĕме юратман çын сахал пулĕ. Ачасем тесен — пушшех те. Шăрăх çанталăкра уçă шыв — чăн киленĕç. Шывра чухне тÿперен хĕртекен хĕвел вĕтелени те туйăнмасть. Анчах вăл киленĕç кăна мар, инкек те кÿме пултарать. Шыв хĕрне каяканăн пурте пĕлекен ансат йĕркесене пăхăнмалла. Вара шыв савăнăç, сывлăх çеç парнелĕ.

Шыва кĕмелли йĕркене тепĕр хутчен пăхса тухăпăр. Пĕлекен çĕрте, шыва кĕме юракан вырăнта çеç шыва кĕмелле. Эрех ĕçсессĕн шыва кĕме юрамасть. Мĕншĕн тесен эрехпе юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шывра вара, вăл ăшă пек туйăнсан та, юн тымарĕсем тăруках пĕрĕнеççĕ. Юн пусăмĕн, чĕре чирĕсемпе аптракан çыннăн та шывра юн тымарĕсем пĕрĕннипе чĕре ĕçĕ сасартăках пăсăлма пултарать.

Нихăçан та салтăннă хыççăнах чупса пырса шыва чăмма ан шухăшлăр. Малтан урасемпе çеç кĕрсе тăрса алăпа шыва ăсса кĕлеткене пĕчĕккĕн сăтăрса хăнăхмалла. Капла организм сивĕ шыва ерипен хăнăхса пырĕ, шăнăр туртас инкек те сахалланĕ.

Шывра кăнттам алхасма кирлĕ мар. Пĕрне-пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хулпуççирен шыва тĕртни инкек патне илсе пырать.

Витĕр курăнакан сывлăш тултарнă матрассем, ункăсем те çирĕп мар. Вĕсемпе тарăн çĕре кĕме юрамасть, ишме пĕлмесен — пушшех те.

Пĕлмен вырăнта шыва чăмма юрамасть — тĕрлĕ­рен ăпăр-тапăр, тунката пулма пултарать. Пĕчĕкрех юханшывсенче пăралук, кĕленче, шăвăç листи е ытти шыв юхăмĕпе хăвăрт куçать. Унччен таса пулнă вырăн тепĕр вăхăтран хăрушлăхлă пулма пултарĕ.

Ачасене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме ан ярăр. Шыв тарăн мар пулсассăн та вĕтĕр-шакăра сăнасах тăмалла. Нумай вăхăт шăмпăлтатни те сиенлĕ.

Шăрăх чухне çын вăйлă тарлать, тарпа организмри тăвар тухать. Тăвара саплаштарма минераллă шыв ĕçни лайăх. Пăчă пулнине сивĕ пăрлă шыв ĕçсе лăплантарма ан тăрăшăр. Пăчăпа этем организмĕ вăйсăрланать. Хăвăртах карланкă, пыр чирĕсем, сунас лекме пултараççĕ.

Пылак газировкăсем, напитоксем ăша кантармаççĕ, шыва вăйлăрах хăваласа организмри кирлĕ минералсене илсе каяççĕ.

Шăрăхра пуçа хÿтĕлемелле — шапка, панамка, çÿхе тутăр пулни хĕвел çапассинчен хăтарĕ. Хĕвел çинче ытлашши çÿреме кирлĕ мар. Ÿте йĕпетни пăчăхнине ирттерме пулăшать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.