Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

23 Июн, 2016

Юратнă Чăваш Ен уявĕ умĕн тĕп хуламăрта кăна мар, районсенче те тĕрлĕ мероприяти йышлăн иртет. Ача-пăча Акатуйĕ конкурс-фестиваль те акă кăçал виççĕмĕш хут хула шкулĕсенче вĕренекенсене пуçтарчĕ. Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне халалланă уяв Шупашкарти А.Г. Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче уçăлчĕ.

Çитĕнекен ăрăва авалтан пыракан праçник питех те килĕшрĕ. Ачасем тăван халăх йăли-йĕркине курса савăнчĕç çеç мар, хăйсен юрри-ташшипе, ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантарас, ыттисене кăтартас тесе унччен чылай малтан хатĕрленчĕç. Фестивале тĕп хулари 23 шкулти 800 ача хутшăнчĕ.

Паян кунта чăваш юрри янăрарĕ, чуна чăваш ташши тыткăнларĕ. Чăваш тумĕллĕ хĕрачасемпе арçын ачасем алăран-алла тытăнса акăш пек ярăнса утни пуринчен илемлĕрех туйăнчĕ. Паркра ташă енĕпе ăсталăх класĕ, халăх пултарулăхĕн куравĕ, «Чăваш кил-картишĕ» сăн ÿкерĕнмелли лаптăк тата интереслĕ аттракционсем ĕçлерĕç. Ятарласа уйăрнă лапамсенче арçын ачасемпе хĕрачасем «Йăкс», «Çĕрĕ», «Çăткăн», «Автансен тытăçăвĕ» чăваш вăййисене хаваспах вылярĕç.

Йăлана кĕнĕ «Чăваш юрри-ташшине лайăх лартакан», «Шупашкар паттăрĕ» конкурссемсĕр пуçне кăçал фестиваль программине «Ĕç çыннине мухтатпăр» ÿкерчĕксен конкурсĕ пуянлатрĕ. Тупăшăва хутшăнакансен хайлавĕсенчен паркри тĕп сцена патĕнче хăйне евĕр курав та йĕркеленĕччĕ. Вĕсене тÿресем /Наталья Сергеевнăпа Константин Викторович Кокельсем, Шупашкарти ÿнер училищин преподавателĕсем/ хакларĕç. Çĕнтерÿçĕсене те палăртрĕç. 1-мĕш степеньлĕ Диплома Шупашкарти 23-мĕш шкулта вĕренекен Мария Некрасова тивĕçрĕ.

Тĕп сцена çинче хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ — çамрăк юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕ иксĕлми тейĕн. Пĕри тепринчен илемлĕрех юрларĕ, хитререх ташларĕ. Çапах та тÿресем чи маттуррисене суйласа илчĕç. «Чăваш юррине лайăх юрлакан» номинацире 1-мĕш степеньлĕ Диплома Анастасия Ерилеева /43-мĕш шкул/ тивĕçрĕ. Ташăçăсенчен чи пултарулли 39-мĕш шкул ушкăнĕ пулчĕ.

Чылайăшĕ вăй виçмелли лапама пухăнчĕ. Кунта «Шупашкар паттăрĕ» ята çĕнсе илессишĕн ăнтăлакан арçын ачасем пĕр-пĕрне парăнма шутламарĕç. Пурте хастаррăн кĕрешрĕç. 15 çамрăк паттăртан чи-чи вăйли те çирĕппи Дмитрий Муравьев /18-мĕш шкул/ пулчĕ. Пур тапхăрта та çĕнтерсе «Шупашкар паттăрĕ» Диплома тивĕçрĕ.

Ăмăртусенче мала тухнă хастарсене кубокпа тата парнесемпе чысласа савăнтарчĕç. Ыттисем те кăмăллă юлчĕç — пурте мероприятие хутшăнаканăн Димпломне тивĕçрĕç.

Конкурс-фестивалĕн сумлă хăнисемпе тÿрисем ачасене пултарулăхра малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕç. Шупашкар 550 çул тултарнă теле «Ача-пăча Акатуйне» тĕп хулари шкулсене çеç мар, районсенче вĕренекенсене те хутшăнтарма шанчăк пуррине палăртрĕç вĕсем.

Нина ЦАРЫГИНА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.