«Тантăш» — чăнкă чăваш ачисен хаçачĕ!

23 Июн, 2016

Чăваш Ен паллă спортсменкине — Олеся Игнатьевăна — пĕлмен çын çук-тăр. Вăл — армрестлинг енĕпе Европа чемпионки, тĕрлĕ шайри ăмăрту çĕнтерÿçи. Пикен хастарлăхĕ Алита йăмăкĕшĕн те тĕслĕх. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл та мĕн пĕчĕкренех спортпа кăсăкланать. Саккăрмĕш класран вĕренсе тухнăскер çăмăл атлетикăра курăмлă çитĕнÿсем тăвать. Çак енпе пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва та хутшăннă Алита.

— Спортпа туслă пулни, сывлăхпа ÿт-пĕве çирĕплетнисĕр пуçне тунсăха сирме, ăс-тăна аталантарма та пулăшать. Темиçе çухрăм чупнă хыççăн уроксене çăмăллăнах хатĕрлетĕп, — каласа парать Алита Игнатьева.

Çамрăк спортсменка чылай ăмăртура шкул чысне хÿтĕлет. Хăйĕн вăйне шанма, хавхалантарма пулăшакан тренерне, Владимир Федорович Миронова, тав сăмахĕ калать. Хĕрачана тупăшусене те хатĕрлет вăл.

Çăмăл атлетикăпа Алита пĕчĕк чухнех туслашнă. Ашшĕпе амăшĕ çуран тата йĕлтĕрпе чупма тăтăшах илсе тухнă ăна, çакна тĕрĕс пурнăçлама хăнăхтарнă. Спорт юратакансен çемйинче ÿсни те, аппăшĕн çитĕнĕвĕсем те хĕрачана тупăшусенче малти вырăна тухма хавхалантараççĕ.

Спортра çеç мар, вĕренÿре те маттур Алита. Вĕренÿ чĕрĕкне «5» паллăсемпе вĕçленĕ тăрăшуллăскер. Математика предметне уйрăмах кăмăллать вăл, унпа ăслăлăхпа практика конференцийĕсене те хутшăнса палăрать.

Алита — «Тантăш» тусĕ. Юратнă кăларăмĕпе тахçанах туслă вăл. Малтан ăна аппăшĕпе иккĕшĕ «шĕкĕлченĕ». Хăйсем те заметкăсем çырса янă.

— «Тантăшра» эпĕ республикăри пултаруллă ачасем çинчен вуласа пĕлетĕп, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп, хавхаланатăп. Вулакансене те чăнкă чăваш ачисен хаçачĕпе çулсеренех туслă пулма сунатăп, — терĕ Алита кăмăллăн.

Нина ЦАРЫГИНА.

Канаш районĕ,

Шуркасси шкулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.