ЫТАРМА ÇУК ÇĔР ÇЫРЛИ

22 Июн, 2016

Пахча çĕр çырли /клубника, земляника садовая/ тутлă кăна мар, усăллă та, шыççа, микробсене хирĕçле витĕм кÿрет. Халăх медицининче ÿсен-тăранăн тĕрлĕ пайĕнчен сиплĕ шĕвексем хатĕрлеççĕ.

Çырла шĕвекĕ. 2 апат кашăкĕ чĕрĕ çырлана термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Шăк лайăх хăвалать, тар кăларать, хытнă вара çемçетет.

Çулçă шĕвекĕ. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ е 1 апат кашăкĕ типĕ çулçа тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Юн пусăмне чакарать, юн тымарĕсене сарать, амалăх мускулатури хутланассине вăйлатать.

Çулçăпа тымар шĕвекĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ çулçăпа тымара /1:1/ тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Бронхит, колит, вар хытни аптратсан кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Ангина. Шултра виçĕ çырлана нимĕрлемелле, тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минут лартмалла. Пыра ăшă шĕвекпе кунне 5 хут чÿхемелле.

Суран, кĕсен. Лайăх пиçнĕ çырлана çумалла, вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле, нимĕрлемелле. Пулнă пăтта суран çине хумалла, апат пленкипе витмелле, бинтпа çыхмалла. 30-40 минутран илмелле. Кĕсен-сурана ÿт иличченех сипленмелле.

Цистит, шăк çулĕсен чул чирĕ. Шултра чĕрĕ икĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5-10 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут пыл е сахăр хушса ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Ÿт хытсан. Çырлана нимĕрлемелле, 2-3 чей кашăкĕ тип çупа хутăштармалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн çак хутăшпа ал-уран çуркаланнă ÿтне сăтăрмалла. Ÿт йĕркене кĕричченех сипленмелле.

Остеохондроз. 2 пай çĕр çырли сĕткенне 1 пай кишĕр сĕткенĕпе хутăштармалла. Кунне 2 хут апат хыççăн пĕр сехетрен çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.

Ыйхă вĕçсен. Нимĕрленĕ 1 апат кашăкĕ çырлана кушак курăкĕн /валериана/ тымарĕнчен хатĕрленĕ 1 апат кашăкĕ шĕвекпе хутăштармалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн ĕçмелле. Кушак курăкĕн шĕвекĕ: вĕтетнĕ 1 чей кашăкĕ тымара 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла.

Юрамасть: вар-хырăм çулĕсен шыçă чирĕсем, аллергие туртăм пурри. Çĕр çырли юн пусăмне чакаракан препаратсемпе пĕрле пÿрене япăх витĕм кÿрет, çавăнпа унпа сиплевре усă курас умĕн тухтăрпа канашламалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.