ХУПАХ КĂНА ТЕÇÇĔ ТЕ...
Чылайăшĕ пахчине хупахран тăрăшсах тасатать. Çумкурăк ÿстерес килмест паллах. Çав вăхăтрах хупахăн сиплĕ енĕсем пирки те манас марччĕ.
Вăл япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртет, çăпанран хăтарать, çÿçе çирĕплетет. Унăн препарачĕсем тар, шăк хăвалакан, температурăна чакаракан, шыççа хирĕçле, вар хытнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Сиплевре çулçипе, тымарĕпе, вăррипе, сĕткенĕпе усă кураççĕ.
Апат ирĕлессине йĕркене кĕртме. Вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 1 апат кашăкĕ çулçине 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчинче 20 минут вĕретмелле, илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла.
Ÿт тăртансан, шыв чирĕнчен. Хупахăн 1 апат кашăкĕ типĕ вăррине 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 30 минута лартмалла. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Çăпан, артрит аптратсан. Хупахăн чĕрĕ çулçисене аш арманĕпе авăртмалла. Пулнă пăтта пÿрлĕ çăпан е чирлĕ сыпă çине хумалла. Хупахăн чĕрĕ çулçипе витмелле, бинтпа çыхмалла. 6-8 сехет тытмалла. Курс — 15-20 процедура.
Организма тасатма. Хупахăн вĕтетнĕ чĕрĕ 1 стакан тымарне 2 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çине 20-30 минута лартмалла. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекре 2 простăне йĕпетмелле, кăштах пăрмалла та полиэтилен сарнă вырăн çине хумалла. Çак простăньсемпе чĕркенмелле, ăшă утиялпа витĕнсе сехет çурă-икĕ сехет выртмалла. Процедурăна эрнере 2-3 хут тумалла. Пĕтĕмĕшле курс — 10-15 процедура.
Асăрханăр: хупахпа организмĕ йышăнман çынсен тата ача кĕтекен хĕрарăмсен сипленме юрамасть.
Комментировать