Спортсменсем йывăрлăха парăнмаççĕ

21 Июн, 2016

Çак кунсенче Шупашкар çăмăл атлетикăн тĕп хули пулса тăчĕ. Ĕнер «Олимпийский» стадионта спорта юратакансем ахçантанпах кĕтнĕ çĕршыв чемпионачĕ старт илчĕ. Ку ăмăрту Чăваш Ен çĕрĕ çинче пиллĕкмĕш хут иртет.

Чи пĕлтерĕшли

Йăлана кĕнĕ ăмăртăвăн сумĕ пысăккине кура спортсменсене хавхалантарма çын нумай пухăнчĕ. Вĕсене спорт уявĕпе саламлама сумлă хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçи Дмитрий Шляхтин, федерацин тĕп секретарĕ Михаил Бутов, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, пирĕн паллă ентешĕмĕрсем — СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем, Олимп чемпионĕсем Елена Николаевăпа Валентина Егорова тата ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ Валерий Иванов.

Михаил Игнатьев чи малтанах Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçисене çак ăмăртăва ирттерме шаннăшăн тав турĕ.

— Ку ăмăрту çамрăксене спортпа туслă пулма хавхалантарать, куракансене хаваслă кăмăл-туйăм парнелет. Чăваш Енре пурăнакансем çăмăл атлетикăна ĕлĕкренпех юратаççĕ, спортпа туслисен йышĕ паян та пĕчĕк мар пирĕн. Чăваш Енрен тухнă паллă спортсменсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр. Республикăра спорта аталантарас енĕпе те сахал мар ырă ĕç тунă, малашне те çĕнĕ пуçарусем пулĕç. Паянхи спорт уявĕ спортсменсене кăна мар, кашни çынна кирлĕ. Уйрăмах хальхи çăмăл мар вăхăтра. Эпир йывăрлăха чăтма хăнăхнă. Çак лару-тăрура хастарланатпăр, çирĕпленетпĕр. Раççей — чи вăйлă çĕршыв, унта пурăнакансем — çĕнтерÿçĕсем, — терĕ Михаил Васильевич спортсменсене пуç усмасăр малаллах талпăнма сунса.

Дмитрий Шляхтин та атлетсене çирĕпрех пулма чĕнсе каларĕ.

— Кăçал ку ăмăрту спортсменсен тĕп старчĕ пулса тăчĕ. Çавăнпа çак илемлĕ стадионта çĕнĕ çитĕнÿсем тăвасса шанас килет. Эпир унччен те чи вăйлисем пулнă, халĕ те — чи маттуррисем, малашне те чи пултаруллисем пулăпăр, — терĕ вăл.

Стартра — маттуррисем

“Çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн ларăвĕнчи йышăну — Раççей командине Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк паманни — спортсменсен кăмăлне хуçрĕ пулин те вĕсен çĕршыв чемпионатĕнче вăй виçес хастарлăх чакман-ха. Атлетсем пурте ăмăртăва хатĕр. Хăйсене лайăх енчен кăтартаççех”, — терĕ Юрий Борзаковский.

Раççей чемпионатне 60 регион чысне хÿтĕлекен 775 спортсмен хутшăнать. Вĕсенчен 31-шĕ — РФ спортăн тава тивĕçлĕ, 156-шĕ — спортăн тĕнче класлă мастерĕ, 411-шĕ — Раççей спорт мастерĕ. Çăмăл атлетсем тăватă кунра спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса медальсен 42 комплекчĕшĕн тупăшĕç.

Чăваш Ене Европăпа тĕнчере ят-сума тивĕçнĕ чи ăста та пултаруллă атлетсем килчĕç. Шăчăпа сикекенсен секторĕнче Олимп вăййисен икĕ хут чемпионкине, тĕнче рекордне 28 хут çĕнетнĕ Елена Исинбаевăна çитекенни пулмĕ. Унпа пĕрле Чăваш Ен спортсменки, Европа тата тĕнче чемпионачĕсен призерĕ Анжелика Сидорова тупăшĕ. Çÿллĕшне сикекенсен ушкăнĕнче Олимп чемпионĕсем Иван Уховпа Андрей Сильнов кĕрешĕç, Пекинра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Мария Кучина хăйĕн ăсталăхĕпе куракансене тĕлĕнтерĕ. Сăмах май, 2012 çулта Екатеринбург каччи И.Ухов Чăваш Енрен тÿрех Олимп вăййисене лекнĕ, унтан вăл çĕнтерÿпе таврăннă.

Виççĕлле сикессипе тĕнче чемпионки Екатерина Конева старта тухĕ. Барьерсем урлă 110 метр чупса тĕнчипе чапа тухнă Сергей Шубенков та килсе çитĕ Шупашкара. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Дарья Клишина та /тăршшĕне сикесси/ ăмăртура тупăшма хатĕрленет. Çавăн пекех эпир 2015 çулта Шупашкарта çÿллĕ шайра иртнĕ командăсен Европа чемпионатĕнче палăрнă атлетсене курăпăр.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчи стартсем 10 сехетре пуçланчĕç. Ирхи сессире спортсменсем 100 тата 800 метрлă дистанцисене чупас, йĕтре тĕртес, диск ывăтас, çÿллĕшне, тăршшĕне тата шăчăпа сикес енĕпе вăй виçрĕç. Каçхи тапхăрта вĕсем финала тухассишĕн ăмăртрĕç. Чемпионатăн пĕрремĕш кунхи программи стайерсен турнирĕсемпе вĕçленчĕ. Вĕсем епле иртни тата çĕнтерÿçĕсемпе çитес кăларăмра тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.