Наци рейтингĕ: Чăваш Ен улттăмĕш вырăна хăпарнă
Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ХХ экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Киров облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Никита Белых Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Киров облаçĕн Правительстви суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшĕве алă пуснă.
"Чăваш Ен — питĕ хитре те кăсăк регион. Хăйнеевĕрлĕ те нумай енĕпе пĕртен-пĕрскер", — тенĕ Никита Белых. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — Чăваш Енпе Киров облаçĕн килĕшĕвне пула халăхăн пурнăç шайĕ ÿсмелле. Форумра ЧР Министрсен Кабинечĕ, "Стратеги пуçарăвĕсен çĕнĕ проекчĕсене аталантаракан агентство" коммерциллĕ мар автономи организацийĕн "Ворлдскиллс Россия" професси пĕрлĕхĕпе ребочи кадрĕсен агентстви" союзĕ промышленноçа аталантармашкăн кадрпа тивĕçтерме регион стандартне ĕçе кĕртесси çинчен виçĕ енлĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ.
Коммерциллĕ мар организаци гендиректорĕ Андрей Никитин кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса панине аса илтернĕ. "Рабочисем, çав шутра çамрăк профессионалсем экономика никĕсне хываççĕ", — тенĕ.
Союз гендиректорĕ Роберт Уразов регион ертÿçисене Чăваш Енпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă. Пысăк квалификациллĕ кадрсем йышлă хатĕрлени çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнине палăртнă.
М.Игнатьев А.Никитинпа Р.Уразова пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă. Чăваш Республики — Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствипе пĕтĕм тĕнчери Ворлдскиллс организацийĕ вĕренÿ компетенцийĕн регионсен хушшинчи центрне туса хума ирĕк илессишĕн ирттернĕ конкурсăн ултă çĕнтерÿçирен пĕри. Çакă пĕлÿ пахалăхне лайăхлатма май парать, çамрăксен хушшинче рабочи профессийĕн хисепне ÿстерет. Чăваш Ен промышленноçа çĕклемешкĕн кадрпа тивĕçтерме регион стандартне ĕçе кĕртес енĕпе Раççейĕн 20 пилот регионĕн йышне кĕнĕ.
Экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици лару-тăрăвĕн наци рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республики тăххăрмĕш вырăнтан улттăмăшне çĕкленнĕ.
Мускаври "Сколково" управлени шкулĕн ректорĕ Андрей Шаронов Наци рейтингĕ регионсенче бизнеса аталантарма икĕ çулта пысăк усă кÿрессине çирĕплетнĕ. "Ыйтăма çĕршыври предпринимательсен 8 проценчĕ, 400 пин çын, хутшăннă. Кăçал регионсен хушшинчи тупăшу вăйланчĕ", — палăртнă А.Шаронов.
РФ Правительство Председателĕн заместителĕ Игорь Шувалов шухăшĕпе — наци рейтингĕ регионсенче инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатма май парать, вăйсăр енсене асăрхаса вăйлатма пулăшать.
М.Игнатьев Чăваш Ен тĕлĕшпе наци рейтингĕн кăтартăвĕ лайăхланнине пĕтĕм команда килĕшÿллĕ ĕçленĕрен килнине çирĕплетнĕ. "Рейтинг предпринимательсен республика бизнесне аталантарма май пуррине çирĕплетекен шухăшне палăртать. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ", — тенĕ. Влаçпа бизнеса пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлеме республикăра çул картти, хушма институтсем туса хунă.
Çав кунах ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин форумра Раççей Перекет банкĕн ĕçлĕ апатланăвне хутшăннă. Раççей Правительствин членĕсем, кĕпĕрнаттăрсем, Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери пысăк компанисен ертÿçисем, çĕршыври ертсе пыракан вузсен ректорĕсем "Кризис: миф тата чăнлăх. Мĕн тумалла?" çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă.
В.ВАЛЕНТИНОВ
Комментировать