Шурă халатлисен балĕнче

21 Июн, 2016

Иртнĕ вырсарникун, çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра 18 пин çын — тухтăрсем, фельдшерсем, медицина сестрисем... — ĕçлет. Вĕсемшĕн пуриншĕн те шурă халат — йăлана кĕнĕ тум. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче хăйсен уявне паллă тунă саманта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне вĕсем капăр кĕпесемпе, костюмсемпе пычĕç.

«Шурă бала» тăваттăмĕш çул пухăнаççĕ медицина ĕçченĕсем. Йăлана кĕнĕ тăрăх — хальхинче те пултаруллисене наградăсемпе чысларĕç. Мĕнпур йыша уяв ячĕпе саламлама чи малтанах Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова сăмах илчĕ:

— Паян патшалăх пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн те мухтанмалăх ĕçсем пур. Тин çуралнă ачасем сахалрах вилеççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем тĕлĕшпе кăтартусем лайăх енне улшăннă. Çакнашкал çитĕнÿсем эсир, кунта ларакансем тата хăйсен ĕç вырăнĕсенче пациент пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшакансем, вăй хунипе пулнă, — терĕ вăл. — Пирĕн тĕллев — пациентсемшĕн, вĕсен пурнăçĕ май пур таран вăрăм пултăр тесе, вĕсене сыватассишĕн тăрăшасси, телейлĕ ашшĕ-амăшĕ ытларах пултăр тесе вăй хурасси.

Министр медицина хутлăхĕнче тăрăшакансене чыслама пуçарнă проектсем çинчен те асăнчĕ: «Медицина — манăн пурнăç тивлечĕ» конкурс, «Эпир — команда!» фотоконкурс.

Професси уявĕ ячĕпе медицина ĕçченĕсене Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн членĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина саламларĕç. Светлана Александровна Чăваш Ен инвестици климатне лайăхлатассинче медицина ĕçченĕсен те тÿпи пуррине асăнчĕ: лару-тăру экономикăри кăтартусенчен кăна мар, социаллă хутлăхрисенчен те килет-çке.

Ĕç çыннин çулталăкĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçласа «Чи лайăх наставник тухтăр» конкурс ирттернĕ. Унта финала тухнă ултă тухтăра Чăваш Ен медицинин ылтăн кадрĕсем тесе йышăннă.

Уявра тĕрлĕ наградăна тивĕç-нисене, çÿлерех асăннă конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç. Ун хыççăн медицина ĕçченĕсен «визит карточки» — «Шурă бал» — пуçланчĕ. Бала тĕрлĕ ташăпа Республикăри клиника онкологи диспансерĕн, Хулари стоматологи поликлиникин, Шупашкарти 1-мĕш клиника больницин, Республикăри наркологи диспансерĕн, Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин командисем илем кÿчĕç.

Анна КУПРИЯНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.