Мирун кÿлли

18 Июн, 2016

Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансем Мирун кÿллине аван пĕлеççĕ. Çуллахи кунсенче çын татăлмасть кунтан. Темле васкасан та кашни иртен-çÿрен чарăнма тăрăшать асамлă çак вырăнта. Сиплĕ çăлкуç шывĕпе çăвăнни чир-чĕре хăвалать, вăй хушать-мĕн. Пысăк саспаллисемпе «МИРУН» тесе çырса хуни катаранах курăнать. Нумай пулмасть Сăкăтра пулма тÿр килнĕччĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов тата типнĕ кÿлле пиччĕшĕсемпе пĕрле çĕнĕрен пурнăç парнеленĕ Анатолий Казачков тÿрех çав илемлĕ вырăнпа паллаштарма васкарĕç.

Уй варринче шыв-шурлăрах çырма йĕрĕ пулнă малтан. Колхоз председателĕнче чылайранпа тăрăшакан Петр Казачков çакна асăрхаса 1982-83 çулсенче трактор кĕреймен улăх ахаль ан вырттăр тесе кÿлĕ чавтарма тĕв тунă. Ял çыннисем те тем пекех хĕпĕртенĕ куншăн: çуллахи вăхăтра шыва кĕме, пулă тытма çÿренĕ. Анчах та 2003 çулсенче кÿлĕ татăлса кайнă. «Асанне ĕмĕрлĕхех куçне хупас умĕн пире, пилĕксĕмĕре, хăй тавра пуçтарчĕ те: «Ачамсем, май тупса çав кÿлле çĕнĕрен чавса тасатăр-ха, аçу ĕлкĕреймерĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Типĕтсе ярса манăçа ан кăларăр ăна, шывĕ уçă та çемçеччĕ. Сире уншăн сăвап кăна пулĕ, ял çыннисем те савăнĕç», — терĕ. Шел, асанне пурăннă чухне ку ĕçе вĕçне çитереймерĕмĕр. Анчах та пилĕксĕмĕр, Алексей, Александр, Наташа, Николай тата эпĕ, кÿлле çĕнĕрен чĕртсе тăратрăмăрах. Халь кунта тĕрлĕ тăрăхран килсе юбилей каçĕсем, çуралнă кунсем ирттереççĕ. Çу вăхăтĕнче çын пачах та татăлмасть. Уяв ирттермелли тăрăллă лапама çатанпа карталарăмăр. Ăна эпĕ Шупашкарта, Атăл хĕрринче, курса килнĕччĕ. Кăшарнинче вак касса кашни çулах шыва кĕретпĕр. Пĕлетĕр-и, чарлансемпе хур-кăвакал та иленчĕç ку тăрăха, кашни çуркунне вĕçсе килсе чĕпĕ кăлараççĕ. Халь кăнтăр вăхăтĕнче хăмăш хушшине пытаннă пулмалла, курăнмаççĕ-ха. Темĕн тĕрлĕ пулă ĕрчетрĕмĕр кÿлĕре. Пусă чавтартăмăр, шывĕ ĕçсе тăранмалла мар тутлă», — хавхаланса каласа кăтартать Анатолий Казачков.

Казачковсене ялта «Мирун йăхĕ» теççĕ. Анатолийĕн аслашшĕн аслашшĕ Мирун ятлă пулнă-мĕн. Вăл сĕрме купăс калама юратнă теççĕ. Суккăрланнă старике чикансем туйран туя çÿретнĕ, таçтан аякран та илме килнĕ туяллăскере. Ытла та хитре каланă-мĕн купăсне. Хисеплĕ çын пулнă таврара Мирун. Лаша тытнă, иртен пуçласа каçчен хирте ака-суха тунă. Çавăн пиркиех мăнукĕсем кÿлле ватă аслашшĕн ятне панă. «Ватлăхра пирĕн асанне Мария Николаевна пăхнă ăна, куçсăрланнă старике пĕрмай çавăтса çÿренĕ», — тет Анатолий.

Анатолипе Ирина Казачковсем тĕп кил-çуртра пурăнаççĕ, иккĕшĕ те Патăрьелти тĕп больницăра тăрăшаççĕ. «Выльăх нумай тытатпăр, çавна май çăвĕпех капанĕ-капанĕпе утă хатĕрлетпĕр: икĕ лаша, тăватă вăкăр тата вите тулли сысна, сурăх-качака… Мирун йăхĕнче кахал çын пулман, çавăнпа пирĕн те ята яма юрамасть. Ватă асаттерен тĕслĕх илме тăрăшатпăр. Çитĕнÿ хамăр вăйпа тăрăшулăхран çеç килет, Мирунсем вĕт эпир», — йăл кулать кил хуçи.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.