Видеоконференци иртнĕ

26 Мар, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Республикăра пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тата автоçулсене юсас ыйтусене сÿтсе явнă.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков палăртнă тăрăх - 2005-2013 çулсенче республика халăхне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлама 5 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. 57 вырăнта шывпа тивĕçтермелли объектсене, Йĕпреç, Вăрнар районĕсенче, Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче шывпа тивĕçтермелли тытăмсене, 68 вырăнти артезиан çăлĕсене хута янă, 570 километр ытла шыв пăрăхĕсен сечĕсене юсанă. Çавăн пекех Шăмăршă, Патăрьел районĕсен тата Комсомольски районĕн кăнтăр енне шыв парса тăмалли пысăк тытăма малалла тунă.

2014 çултан пуçласа Чăваш Республикин 2012-2020 çулсене йышăннă «Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» çум программине пурнăçлама палăртаççĕ. Кăçал ăна пурнăçа кĕртмешкĕн 369,6 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Федерацин «Таса шыв» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал 2 млрд тенкĕлĕх проектсене пурнăçлама палăртнă. Тĕп вырăнта - Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи, Комсомольски районĕн кăнтăр енчи пĕрлехи шыв пăрăхне вĕçлесси, вăл 102 ял-салара пурăнакан 65,9 пин çынна ĕçмелли шывпа тивĕçтерĕ. Пăрачкав салинчи, Çĕмĕрле тата Канаш хулисенчи объектсене те юсасшăн.

Федерацин потребительсен прависене хÿтĕлес тата çын тăнăçлăхĕн сферинчи асăрхав службин управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская юлашки çулсенче шывпа тивĕçтерекен çăл куçсем, ĕçмелли шыв пахалăхĕ санитари тĕлĕшĕнчен лайăхланнине палăртнă.

Михаил Игнатьев хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсене шывпа тивĕçтерекен тата шыв юхтарса кăларакан объектсене юсама, çĕнетме бюджета кĕмен çăл куçсене явăçтарас тĕлĕшпе çине тăма чĕнсе каланă. Çавăн пекех муниципалитетсен ертÿçисене ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен çăл куçсем тĕлĕшпе норма требованийĕсене пăхăнассине тивĕçтерме сĕннĕ. 2014 çулта ял тăрăхĕсенчи шывпа тивĕçтермелли хуçасăр, усă курман сооруженисемпе сетьсене ятарлă предприятисене парассине вĕçлемелле.

Регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсем çинче вак-тĕвек юсав ĕçĕсем ирттересси çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский каласа кăтартнă. Пурĕ 88 пин тăваткал метр çула юсамалла.

Шупашкар хулинче «Дорэкс» тата «Дорстрой» АУОсен подряд организацийĕсем çулсем çинчи шăтăк-путăка юсаççĕ. Паянхи кун тĕлне 1,8 пин тăваткал метр лаптăка юсанă, çак ĕçе ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен вĕçлеме пăхнă.

Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертÿçисене çул-йĕр организацийĕсен ĕçне тĕрĕслесех тăма, ял-салара, çул хĕррисенче хĕллехи çÿп-çапа пуçтарма чĕнсе каланă.


А.ВАСИЛЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.