Çĕнĕ центр уçăлнă

17 Июн, 2016

Ĕнер Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 2-мĕш çуртра, Шупашкар почтамчĕн тĕп çуртĕнче, «Почта Банкĕ» клиент центрне савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Мероприятие ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Виталий Емельянов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Максим Семенов, Раççей Почтин Волга-1 макрорегион центрĕн директорĕ Сергей Орлов, «Раççей Почтин» тата «Почта Банкĕн» регионти ертÿçисем хутшăннă.

Кăçал Чăваш Енре «Почта Банкĕн» çĕнĕ 14 клиент центрне уçма палăртнă, 30 çыхăну уйрăмĕнче вара почта ĕçченĕсем халăха финанс пулăшăвĕ парĕç.

А.ГРОМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.