Фестивале юбилее халалларĕç

17 Июн, 2016

Çĕртме уйăхĕн 15-17- мĕшĕсенче Шупашкарта "Уçă Атăл — 2016" маркетингпа реклама фестивалĕ иртрĕ.

Совет Союзĕ саланнă хыççăнах унччен ун йышĕнчи республика шутланнă çĕршывсенчен /Литвапа Латви тата Эстонисĕр пуçне/ Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхне /НППП/ йĕркеленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула Грузи унтан тухнă. Халĕ 11 çĕршыв пĕр-пĕринпе хутшăнса аталанаççĕ. Республика тĕп хулине шăпах вĕсен представителĕсем килсе çитнĕ. Фестивале НППП туса хунăранпа 25 çул çитнине халалларĕç. Тĕп уява авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Бишкекре /Кăркăсстан/ ирттерме палăртнă.

"Шупашкар-Арена" Пăр керменте тĕнче шайĕнчи мероприятие уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, НППП çĕршывĕсен хушшинчи монополипе кĕрешекен канаш çумĕнчи реклама енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн председателĕ Андрей Кашеваров, Пĕрлĕх çĕршывĕсенчи потребительсен прависене хÿтĕлекен консультаци канашĕн председателĕ Анна Попова, ытти сумлă хăна хутшăнчĕ.

Фестиваль хăнисем Пăр керменте "Букет Чувашии" АУО, "АККОНД" АО йĕркеленĕ куравсемпе паллашрĕç, тутлă квас, пылак çимĕç астивсе пăхрĕç. Чăваш продукцийĕ паха та техĕмлĕ пулнине палăртрĕç. Пултарулăх ăстисен ĕçĕсене курса тĕлĕнчĕç. Кунта пĕрлĕхри çĕршывсем хăйсем патне туристсене йыхравлакан экспозицисем хатĕрленĕ. "Узбекистана çитсе курмалли 10 сăлтав", "Азербайджан тĕррисем", ытти буклетпа та хаваспах паллашатăн.

"Уçă Атăл — 2016" программăпа килĕшÿллĕн Правительство çуртĕнче Потребительсен прависене хÿтĕлекен консультаци тата Реклама енĕпе ĕçлекен координаци канашĕсен пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Раççей туризмĕн, потребнадзорĕн, монополипе кĕрешекен служба представителĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. НППП çĕршывĕсенче экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине палăртрĕç. 2014 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр промышленноç туса кăларакан тавар калăпăшĕ, тĕп пурлăха хывнă инвестици, çавăн пекех ваккăн сутнă таварçаврăнăшĕн калăпăшĕ самаях чакнă. Çакă уйрăмах Украинăра, Беларуçре, Раççейре палăрать. Çав вăхăтрах тавар хакĕ ÿсет.

Ларура турист пулăшăвĕпе усă куракан потребительсен прависене хÿтĕлес ыйтупа та хĕрÿ калаçрĕç. Туроператорсем, турагентсем çул çÿреме юратакансене кÿрентернĕ тĕслĕх сахал мар пулнине палăртрĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.