Çÿллĕ йăран тăвар-и?
Çĕр ĕçĕнче çĕнĕ технологисене алла илекенсем йышлансах пыраççĕ. Çапла пулмалла та. Çĕр чĕрĕ чун пекех, хăйне пăхнине юратать, ĕçне кура тухăçĕпе савăнтарать.
Паянхи статьяра çÿллĕлетнĕ йăрансем пирки сăмах пуçарăпăр. Çак меслетпе пахчаçимĕç çитĕнтерсе курнисем унăн лайăх енĕсене палăртаççĕ, ахаль йăран çинчинчен 2-3 хут нумайрах çимĕç туса илме май пуррине калаççĕ. Ĕçĕ вара ахаль пахчана пăхассинчен çăмăлтарах-мĕн.
Çÿллĕлетнĕ йăрансене унччен ахаль йăрансем пулнă лаптăкра е хăнăхнă меслетпе çĕр ĕçĕпе аппаланма кансĕр вырăнта, тĕслĕхрен, чуллă е тăвайккиллĕ çĕрте, хăпартма пулать. Çакнашкал йăрансене пăхасси — шăварма, кăпкалатма, çумкурăкран тасатса тăма — чылай çăмăлрах. Пĕчĕк лаптăкпа çеç ĕçлемелле, кĕркунне пахчаçимĕç пуçтарса илнĕ хыççăн тата çуркунне акас-лартас умĕн кăна кăпкалатмалла. Вĕсен лайăх енĕсем нумай:
- «Йăрана» сÿтсе пуçтармалла тума пулать. Кирлĕ чухне урăх вырăна куçарса лартма май пур.
- Çÿллĕ йăрансенче юр хăвăртрах ирĕлсе пĕтет, çĕр ăшăнать. Унта çĕртинчен пĕр эрне маларах пахчаçимĕç лартма пулать. Çавна май пахчаçимĕç хăвăртрах пулса çитет, тухăç илес тапхăр вăрăмланать.
- Çÿллĕ йăрансемпе ĕçлеме те меллĕрех.
Малтанлăха пĕр-икĕ йăран майлаштарса пăхăр. Пахалăхне кура каярах вĕсен шутне ÿстерме пултаратăр. Çÿллĕ йăрансем çинче хĕвелçаврăнăшпа куккуруссăр пуçне ытти пахчаçимĕçе йăлтах ÿстерме пулать. Купăста, кавăн, кабачок, хăяр, помидор, кишĕр, кăшман, сухан, ыхра, тĕрлĕрен ешĕл çимĕç — йăлтах çĕнĕ вырăна хапăл тăвĕç.
Йăран тумалли йĕркепе паллаштарăпăр. Хулăнрах хăма, пăта-мăлатук, строительствăра усă куракан сетка, пăчкă, шалча е пăрăс татки кирлĕ. Вырăна палăртатпăр. Унта кун каçиччен 5 сехете яхăн хĕвел ÿкмелле пултăр. Çÿллĕ йăран тума, унччен пахчаçимĕç ÿстерме май килмен вырăн та юрăхлă. Лаптăка çÿп-çапран тасататпăр та кăпкалататпăр /пулас йăранăн сывлăш тата нÿрĕк çаврăнăшне лайăхлатма кирлĕ/, нумай çул ÿсекен çумкурăк тымарĕсене йăлтах пуçтарса пыратпăр.
Йăран кăшкарне палăртнă виçепе хатĕрлетпĕр. Вăл сире меллĕ пултăр. Унăн çÿллĕшĕ вăтамран 20-50 см, сарлакăшĕ 100-130 см пулмалла, тăршшĕ — хăвăр палăртнă пек. Хăмаран йăран кăшкарне тăватпăр. Кĕтессене пăрăс çине çапса çирĕплететпĕр. Пăрăссене хăмаран 15-20 см çÿллĕрех хăвармалла. Ку çуркуннехи сивĕрех çанталăкра витме ансатлатать. Лайăх тăпра çинчех йăрана çÿллĕлетме палăртрăр пулсан ун çÿллĕшĕ 20 см пулсан та çитет. Енчен те йăран айĕнчи çĕр пулăхлă мар пулсан е бетон çинче лартма палăртрăр тăк вăл 30-70 см пулмалла.
Хăмасене хашак тăвиччен антисептик шĕвекĕпе ислетмелле, типĕтмелле. Тăпрана перĕнекен енĕсене икĕ хутчен антисептикпа сĕрмелле. Вăл вăрăм ĕмĕрлĕ пулĕ. Шал енчен хашак йĕри-тавра полиэтилен пленка хуни те аван.
Йăран хашакне çатан картаран та тума пулать. Анчах çатан витĕр çил лайăх вылять. Кун пек чухне нÿрĕке сыхласа хăварма каллех полиэтилен пулăшать.
Йăрана пахчари тăпрапа хăпартас тесен унăн пулăхлăхне лайăхлатмалла. Тĕпне 10 см яхăн тĕрлĕрен курăк, çулçă, вĕтетнĕ турат, кăштах çĕрĕштернĕ пăчкă кĕрпи, йывăç хуппи т.ыт. хумалла. Иккĕмĕш сий — компост е тислĕк, виççĕмĕш сий — лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштарнă тăпра. Йăранти тăпра пусăрăннăçемĕн тепĕр çулхине лайăх çĕрнĕ тислĕк хушса кăпкалатмалла.
Пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртнĕ хыççăн йăрансене сидерат ÿсен-тăран акма юрать. Вăл çуркунне валли çĕрет, кăпкалатнă майăн тăпра юлса удобрени пулать.
Çулла çÿллĕ йăрансене тăтăшрах шăвармалла — çакă вĕсен пĕртен-пĕр кăлтăкĕ. Йăрансен хушшине чултан, кирпĕчрен е ытти мелпе çул хывмалла.
Комментировать