Хĕл валли хатĕрлетпĕр

16 Июн, 2016

Сиплĕ курăксене хĕл валли пуçтарса типĕтмелли тапхăр çу уйăхĕнчех пуçланать те кĕркуннечченех пырать. Çĕртме уйăхĕнче пуçтармалли курăксем йышлă.

Типĕтсе хунă курăк хĕлле тĕрлĕ чир-чĕртен сипленме май парĕ. Çак ĕç йывăр мар, ятарлă пĕлÿ те кирлех мар. Кăмăл пулсан, ÿркенмесен çут çанталăк кашнинех хăй сиплĕхне парнелет.

Курăк пуçтараканăн çакна пĕлмелле:

1. Завод-фабрика, чукун çул е автомобиль магистралĕ çывăхĕнче кăмпа-çырла татма, курăк пуçтарма, милĕк касма юрамасть. Пысăк çÿп-çап куписенчен те, пестицид-гербицидпа усă куракан уй-хирсенчен те пăрăнса иртĕр.

2. Ÿсен-тăрана ирхине, сывлăм типсессĕн пуçтармалла. Çумăр хыççăн пуçтарма юрамасть.

3. Таса мар, тĕрлĕ чирпе сиенленнĕ, сарăхнă, çуркаланнă курăка илмелле мар.

4. Курăк пуçтарса таврăнсанах ăнсăртран лекнĕ кирлĕ мар курăка, çÿп-çапа уйăрмалла. Тÿрех типĕтме хумалла. Тĕрлĕрен курăк пуçтарнă чухне кашнин валлиех уйрăм хутаç илмелле.

5. Хĕвел лекмен вырăнта çÿхен сарса типĕтмелле. Типнĕ чĕртавара типĕ те тĕттĕм çĕрте упрамалла.

Июньте çак ÿсен-тăрана пуçтармалла: вĕлтрен, ама хупаххи, илепер, хурăн çырли тата çулçи, утмăлтурат чечекĕ, шăнăр курăкĕ, армути, шĕпĕн курăкĕ, хурлăхан çулçи, шăрка курăкĕ /пастушья сумка/, хĕлхен /Иван-чай/, сысна курăкĕ, чăрăш тăрри курăкĕ, клевер пуçĕ, чĕре курăкĕ /пустырник/.

Хурăн, пихта, хыр кăчкисене, çăка чечеккине пуçтармалла.

Хăшпĕр ÿсен-тăранăн тымарне кăларса типĕтме вăхăт. Вĕсем: хăлха çакки курăкĕ, пион чечекĕ, хупах, хĕрен, куккук куççулĕ /ятрышкин/.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.