Крокуса хăçан кăлармалла?
Пÿрт умĕнчи пахчана крокус чечекĕ лартнăччĕ. Кăçал вăл хитре çурăлчĕ. Унăн суханне кăлармалла-и тата кăларсан епле упрамалла?
Дарья ВИШНЕВСКАЯ.
Куславкка районĕ.
Ыйтуран пахчара çуркунне чечекленекен крокус пирки ыйтнине ăнланмалла. Крокуссем кĕркунне, авăн уйăхĕнче, чечекленекеннисем те пур. Вăхăта уяманнисен вырăсла ячĕ — безвременник.
3-4 çул пĕр вырăнта ÿснипе тĕмре çамрăк сухансем нумайланаççĕ, тĕм йăвăланса каять. Тăвăрланнине пула çулçи те, чечекĕ те вĕтелет. Çавăнпа 3-4 çулта пĕрре тĕме кăларса суйламалла, сайратмалла. Ăна чечекленсе пĕтнĕ хыççăн, çеçки типме пуçласан, кăлармалла. Кăларнă сухансене икĕ-виçĕ кун сулхăнра типĕтмелле, тасатса суйламалла, авăн уйăхĕччен пÿлĕмри температурăллă тĕттĕм çĕре упрама хумалла.
Тăпрана авăн уйăхĕнче лартмалла. Сивĕсем çитиччен крокус тымарланма ĕлкĕртĕр. Хĕл каçма типĕ çулçăпа хуплама юрать.
Тĕме кăларса сайратман чухне те хĕл каçмашкăн витсессĕн аванрах. Çуркунне, юр ирĕлсе пĕтнĕ-пĕтменех виткĕче пуçтарса илмелле.
Комментировать