Хĕртĕнме пĕлетпĕр-и?

16 Июн, 2016

«Çимĕкчен çиччĕ шыва кĕмелле» текен каларăш пур халăхăмăрăн. Халĕ ăна шÿт пекрех çеç йышăнатпăр. Анчах та медицина ăсчахĕсем ХХ ĕмĕрте уçнă çирĕплетĕвĕсене тĕпе хурсан каларăш ахальтен çуралманнине ăнкаратăн.

Хĕвел çутинче çĕр çинчи пĕтĕм чĕрĕ организмшăн кирлĕ хăват пур. Этем те унăн ачиех. Шыва кĕме салтăнатпăр та кĕлетке хĕвел ытамне лекет, унăн çутине илсе тĕрекленет.

Хĕлле организм витаминсем çитменнипе выçăхать. Ĕлĕкрех çакă тата ытларах палăрнă пулĕ. Халĕ те çуркуннесерен хĕвелшĕн савăнатпăр, ешĕл çимĕçе те тем пекех хапăл. Д витамин вара организмра хĕвелĕн ультрафиолет пайăркисем пулăшнипе пулать. Вăл шăмăсемшĕн, ÿт-тиршĕн, кăмăл-туйăмшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак витамин çитменнипе рахит, псориаз, шăмăсен ытти чирĕсем аталанаççĕ, хĕллехи-çуркуннехи депресси те хĕвел çути çитменнипе сăлтавланать-мĕн.

Тĕрлĕ чирсене сипленĕ чухне Д витаминпа усă кураççĕ. Вăл организмри кальци, фосфор ылмашăвне йĕркене кĕртет. Çак витамин организма апатпа çителĕклĕ лекеймест. Ĕлĕкрех рахит, ытти чир вăйлă сарăлнă вăхăтра тухтăрсем пулă çăвĕ ĕçме сĕннĕ. Вăл тинĕс продукчĕсенче пур тата — хĕвелте.

Çак витамина организм хĕвел çутинчен йышăнтăр тесен — хĕртĕнмелле. Анчах чылай чухне çынсем тĕрĕс мар хĕртĕнеççĕ, хальхи вăхăтра пушшех те. Ÿт хăмăрланса хитреленет, анчах хĕвел сиплĕхĕ организма лекеймест. Эппин, тĕрĕс хĕртĕнме те пĕлмелле.

Организмшăн усăллă ультрафиолет пайăрка ирхи 8-11 сехетсем хушшинче тата каç еннелле, 16-19 сехетсенче пулать. Хĕртĕнессишĕн ятарласа шыв хĕрне кайса выртни пĕлтерĕшлех мар. Çур сехете хĕвел çинче хусканура пулни аванрах. Пуçа, хыса таврашне, хĕрарăмсен кăкăра хупламалла. Малтанхи кунах хĕвел çинче нумай çÿреме юрамасть, 5-7 минут çителĕклĕ. Вăхăта кунсерен 5-7 минут хушса пымалла.

Ÿт витамина лайăх синтезлатăр тесен хĕртĕнес умĕн тата хыççăн 6-7 сехет супăньпе, тирти çăва çуса яракан ытти хатĕрпе çăвăнмалла мар. Мĕншĕн тесен ультрафиолет пайăрки шăпах хамăр тирти çупа хутăшса Д витамин пулать. Супăньпе ÿтри çăва çуса ярсассăн хĕвел пайăрки ÿте хĕретет-ха, анчах витамин сахал пулать. Хĕртĕннĕ хыççăн ăшă /вĕрипе мар/, таса шывпа чÿхенсе илни вырăнлă. 6-7 сехетрен Д витамин синтезланса ĕлкĕрет, супăньпе усă курма, вĕри мунча кĕме юрать.

Хĕвелтен хÿтĕлекен тĕрлĕрен кремсем те усăллă пайăркана ÿте сăрхăнма кансĕрлеççĕ. «От загара», «Солнцезащитный крем», «Для загара» текен кремсене 30 минут «çаралла» хĕртĕннĕ хыççăн çеç сĕрсессĕн аванрах. Çур сехетре ÿт усăллă пайăркана кирлĕ чухлĕ илсе ĕлкĕрет.

Маларах каларăмăр, хĕвел çинче тюлень пек выртнинчен çÿресе-хускалса хĕртĕнни усăллăрах. Çур сехет хĕвел çинче çÿренĕ хыççăн сулхăна куçма тăрăшмалла.

Ультрафиолет пайăрка шыва çур метра витерет. Ишнĕ чухне те хĕвел пайăрки ÿте лекет.

Шыв хĕрринче асăрхануллă пулмаллине ан манăр. Ачасене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме яма, пĕрле шыв хĕррине кайсан вĕсенчен куçа вĕçертме юрамасть. Ытлашши хĕвелпе пиçесрен е шывра шăнса каясран сыхланмалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.