Акатуй, Акатуй Кĕр кĕрлерĕ çурхи туй!

16 Июн, 2016

Иртнĕ кану кунĕсенче республикăри чылай районта ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем иртрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Комсомольски тата Канаш районĕсенче йĕркеленĕ Акатуйсенче пулса курчĕç.

«Çак уяв чăвашсене çеç мар, республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăха пĕрлештерет. Канашсем - маттурсем, вĕсен мухтанмалли пурах», - терĕ регион ертÿçи ентешсене саламланă май. Фермер, ял хуçалăх организацийĕсен ĕçченĕсене, бюджет сферинче тăрăшакансене ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ. Çавăн пекех çĕнĕ производство пуçаракан предпринимательсем те ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕшĕн ырă сăмаха тивĕçрĕç.

Район администраци пуçлăхĕ Владимир Степанов уй-хир ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Акнă-лартнă культурăсен лаптăкĕ районта - 17 пин гектар. Çĕрулми вара 255 гектар йышăнать. Районти хуçалăхсенче шултра мăйракаллă выльăх шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 4,8 процент ÿснĕ.

Паллах, çураки паттăрĕсене те чысларĕç уявра. Çакна палăртма кăмăллă: ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хунă ветерансем те хутшăнчĕç Акатуя. Акă Роза Петрова агроном аслă шкул пĕтернĕ хыççăн хăйĕн ĕмĕрне юратнă ĕçĕпе çыхăнтарнă. «Эпĕ 81 çулта, çапах та район, республика кун-çулĕпе кăсăкланатăп, общество ĕçне те хастар хутшăнатăп. Кăçалхи çула ĕç çыннине халаллани çав тери сумлă. Ĕç çук тени тĕрĕс мар, вăл яланах çителĕклĕ, ăна юратмалла çеç», - терĕ вăл.

Каçалсен уявне те хăна-вĕрле чылай пуçтарăннă. Республика ертÿçи кунта ял хуçалăх техникисен, «Маçтăрсен хули» халăх ăстисен куравĕсемпе, тĕрлĕ ăмăртупа вăйă ирттерекен спорт площадкисемпе паллашрĕ, республикăри агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Ÿсĕме кура социаллă объектсем хăпартмашкăн укçа-тенкĕ уйăрма кăмăллă пулнине палăртрĕ. Сăмахран, Элпуçĕнче кăçал пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çурчĕ уçăлĕ. Унсăр пуçне Тăманлă Выçлире фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайĕ. Çавăн пекех Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсене çыхăнтаракан автоçула юсаса çĕнетĕç. Ялта пурăнмалли условисене лайăхлатнă май çамрăк специалистсене вырăнтах хăварма пултарасси куç умĕнчех.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 12 пин гектар йышăнаççĕ. Сахăр кăшманне кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, икĕ хут ытларах лартнă, çураки планне 6 процент ирттерсе тултарнă, çĕрулми лаптăкĕ 2 процент пысăкрах. Районта сухаламан, усă курман çĕр вара пачах çук. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ÿсĕмсем пур. Аш-какай туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 101 процент. Сĕт суса илессипе те пĕлтĕрхинчен ытларах.

Акатуй юрă-ташăсăр, спорт ăмăртăвĕсĕр иртмест паллах. Чăваш, вырăс, тутар юрри-кĕвви таврана янрарĕ. Ĕçпе юрă уявĕн ахрăмĕ ытти района та çитрĕ. Сăмахран, Патăрьелсем кăçал Акатуя 65-мĕш хут пуçтарăнчĕç, Муркашсем вара - 63-мĕш хут. Елчĕксем ăна «Ĕç çыннине мухтар» театр представленийĕпе уçнă. Уявра «Мотоблок-драйв» ăмăрту йĕркеленĕ.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем Чĕмпĕрте, Мускавра тата Питĕрте иртнĕ. Аякри йăхташăмăрсем пĕрле пухăнса савăннă. Чĕмпĕрти мероприятие Тутарстанран, Пушкăртстанран, Самар, Саратов тата Пенза облаçĕсенчен делегацисем хутшăннă. «Çĕнтерÿ» культурăпа кану паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ», «Сарпике», «Наци вăййисем» лапамсем йĕркеленнĕ. Уявра чăваш апатне тутанса пăхма, халăх ăстисен ĕçĕсемпе паллашма май пулнă.

Акатуя облаç кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов та хутшăннă, чăваш халăхне уявпа ăшшăн саламланă. Сăмах май, Чĕмпĕр çĕрĕ çинче 95 пине яхăн чăваш пурăнать, çакă облаçри халăхăн 8 проценчĕпе танлашать.

Уява пухăннисене вырăнти пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле Чăваш Енри «Çеçпĕл», «Янра, юрă», «Асамат» ансамбльсем тата «Сувар» халăх ташă коллективĕ те савăнтарнă.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.