Чăх-чĕпе витамин çитмесен
Урама тухман, витепе кил картишре кăна çÿрекен чăх-чĕпе яланах витамин çитмест. Çакна пула унăн организмĕ ытларах хавшать. Кил хуçи те пăшăрханать. Вăл апата витаминпа пуянлатасшăн, анчах мĕнли çитменнине пĕлмест.
А тата В йышши витаминсем çителĕксĕррине çак паллăсенчен чухлама пулать. А витамин çитмен чухне: куççуль юхать, куç харши айĕнче хутăш пуçтарăнать, чăх йĕркеллĕ утаймасть. Унсăр пуçне япăх апатланать, çăмарта тума пăрахать, анчах унччен маларах çăмарта сарри шуралма тытăнать, чăх тата автан киккирикĕ тĕссĕрленет, авăнать. А витамин çитменнине палăртакан паллăсемпе чăх 6-12 кунран вилет.
В йышши витамин çитмесен: тиамин /В1/ çителĕксĕр чух анорекси /апат çиме пăрахни/, полиневрит пуçланать, ытла та йывăр пулсан /вăрах хушă витамин памасан% вилет. Рибофлавин /В2/ çитменни чăх япăх ÿснĕ, вăйсăрланнă /апат çисен те/, варвитти тăрăх палăрать. Ун хыççăн вăл утайми пулать, çуначĕ усăнать, тĕкĕ сайраланать, ÿчĕ типет, куç харши хытă сийпе витĕнет. Пантотел кислоти çитмен чухне те çак енсем палăраççĕ.
Кăркка, кăвакал чĕпписене А витамин çитменнине пурнăçăн 20-30 кунĕсенче асăрхама пулать. Уйрăмах çакă кăркка чĕпписемшĕн сиенлĕ, вĕсем ушкăнĕпех вилме пултараççĕ.
Никотин кислоти çителĕксĕр чух чăх-чĕпĕн кутани чалăшать, çăварĕ чирлет, тĕкĕ сайраланать, варвитти пуçланать. Вăл сахал апат çиет, йывăрăшĕ чакать, çăмарта тума пăрахать.
Пиридоксин /В6/ çитмесен чăх-чĕппе хур-кăвакал япăх ÿсеççĕ, шăнăр туртнипе аптăраççĕ /тĕлли-паллисĕр чупаççĕ, çунаттипе сулкалашаççĕ, пĕр енчен тепĕр енне йăваланаççĕ/, çак вăхăтра вилеççĕ.
Чăх-чĕп тыткаларăшне асăрхасан, вăхăтра сиплесен инкекрен пăрăса иртме пулать. Çавăнпа апата витаминсемпе пуянлатма /е иньекци туса, çăвартан ярса/ тăрăшмалла.
Комментировать