Тĕп вырăнта - экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕ

15 Июн, 2016

РФ Президенчĕн хушăвĕпе çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн Николай Патрушевăн тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ.

Шупашкар аэропортĕнче сумлă хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Алексей Сухов, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Раççей ФСХ Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин тата ыттисем кĕтсе илнĕ.

Николай Патрушев тата Михаил Бабич ирттернĕ пĕрлехи канашлăва округри субъектсен ертÿçисем, федераци министерство-ведомствин представителĕсем хутшăннă. Унта производство каяшĕсемпе усă курас ĕçри экологи хăрушлăхне чакарассипе тата патшалăх органĕсенче «Интернет» сечĕпе усă курнă чухне информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин мерисене сÿтсе явнă.

Канашлăва уçнă май Михаил Бабич округра компьютер «атакисен» шучĕ çулсеренех ÿссе пынине палăртнă. 2015 çулта вĕсен шучĕ 190 млн яхăн пулнă. Çав хушăра 80% ытла патшалăх влаç органĕсен информаци ресурсĕсене пырса тивет. Полпред информаци уçлăхĕнче тухакан хăрушлăхсен тухăçлăхĕ чи малтан чикĕ леш енчи технологисемпе, информаци программа продукчĕсемпе, патшалăх органĕсен ĕçченĕсем ют çĕршывсен тата «тÿпе» серверĕсемпе усă курнипе; информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен специалистсен квалификаци шайĕ çителĕксĕр пулнипе, çавăн пекех информаци хÿтлĕхĕн системисене вăхăтлă проектламаннипе тата вĕсене туса хума кирлĕ мероприятисем валли укçа-тенкĕ уйăрманнипе çыхăннине палăртнă.

Николай Патрушев РФ информаци хăрушлăхĕпе кĕрешмелли ĕç-хĕле норма-право тата техника тĕлĕшĕнчен лайăхлатассине, информацие хÿтĕлекен требованисене тивĕçтерессине, çак енĕпе ĕçлекенсене вĕрентессине, патшалăх информаци системисен компьютер «атакисемпе» çыхăннă инцидентсене пĕтерессин регламенчĕсене йĕркелессине малалла тăсмаллине пĕлтернĕ.

Иккĕмĕш ыйтăва пăхса тухнă май Михаил Бабич округри субъектсен экологи хăрушсăрлăхĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Полпред каланă тăрăх — вĕсем промышленноç производствин аталанăвĕн хăвăртлăхĕ ÿснипе тата каяшсене тирпейлес ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелеменнипе çыхăннă. «Çĕршывăн промышленноç комплексĕн тăваттăмĕш пайĕ пирĕн округра вырнаçнă, çапла майпа 2,5 млрд тонна каяш пухăннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 27% çеç сиенсĕрлетме тата тепĕр хут усă курма май килет. Чи анлă сарăлнă меслет — хытă каяшсене ятарлă полигонсенче мар, свалкăсенче чавса чикеççĕ, вĕсем вара çĕре, атмосфера сывлăшне, шывсене варалаççĕ», — тенĕ вăл ку ĕçре суб˜ектсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулни çинче чарăнса тăнă май.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Николай Патрушевпа Михаил Бабича пĕрлехи канашлăва шăпах Чăваш Республикинче ирттернĕшĕн тав тунă. Республикăра производство каяшĕсемпе ĕçленĕ чухне экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕше кирлĕ пĕтĕм саккуна йышăннă. Ку енĕпе территори схемине те хатĕрленĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре пĕтĕм шайри влаç органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине палăртнă. Каяшсемпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине сăнасах тăрас тесе тĕрĕслев-надзор мероприятийĕсем иртнине пĕлтернĕ, тавралăха япăх витĕм кÿрекен об˜ектсене тÿлеттерме йышăннă штрафсене туллин шыраса илнине каланă.

Республикăра экологи сиенĕ пухăннă объектсене пĕтерес тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. «Эпир РФ çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин программине хутшăнатпăр. 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ полигон ĕçлеме пуçланăран Шупашкар хулин ТБО свалкипе усă курма чарăннă, ăна рекультивацилес ĕçе хатĕрленетпĕр. Ку ĕçе 2017 çулта Раççейре Экологи çулталăкне ирттермелли мероприятисен планне кĕртнĕ. Рекультиваци экологи «вĕри» точкине пĕтерме, санитарипе эпидемиологи шайне лайăхлатма пулăшĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Федерацин çут çанталăкпа усă курассин сферинчи надзорĕн экологи надзорĕн управленийĕн пуçлăхĕ Наталья Соколова Чăваш Республикине ФАОри чи лайăх тăватă регион — каяшсемпе усă курассин тытăмĕнчи çитменлĕхсене 100% пĕтернисен — йышĕнче тесе палăртнă.

Канашлăва хутшăнакансем çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕн темиçе предприятине çитсе курĕç.

Ирина СЕМЕНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.