Хирти Выçли тĕррисем

11 Июн, 2016

— Тахçан кĕтÿ каясса кăна кĕтсе тăраттăм. Пушă сасси илтсенех ĕнене кăларса яраттăм та тутлă ыйха путаттăм. Хуняма çук — вăрçакан çук, хуп турттар кăна… Ÿкĕнетĕп халь, кахалланса мĕн чухлĕ вăхăта сая янă çавăн чухне. Тĕрлеме тытăннăранпа ыйхă çинчен пачах мантăм. Çур çĕр варринче тăратса лартсан та алла йĕппе çип тытма пултаратăп. Йăлт «чирлесе» кайрăм мар-и, апат пĕçернĕ хушăра та темиçе çĕвĕ те пулин тума ĕлкĕретĕп. Упăшка, ывăл килте çук чухне выльăха вăр-вар шăваратăп, тислĕкне тасататăп та — пуçланă ĕçе малалла тăсатăп. Акă вĕсем — Хирти Выçли тĕррисем, — паллаштарать Каçал тăрăхĕнче пурăнакан Лариса Васильева.

Мăшăрĕ те ăнланать ăна. Кил картинче ĕçленине курсан: «Кĕр-ха пÿрте, тĕрле айта, эпĕ кунта хамах», — хăваласах ярать чылай чухне. Кил хуçине те килĕшеççĕ арăмĕн ĕçĕсем, картинăсем çинчен куçне илеймесĕр вăрах пăхса тăрать-мĕн арçын. Тепĕр тесен, унăн вăйĕ те сахал мар-çке вĕсенче. Владимир Валентинович картишĕнчи ĕçсенчен пушансан çурçĕрчченех мăшăрне тутăр сÿтме пулăшать.

«Ывăнсах çитет упăшка, алли çĕкленми пуличченех ман валли çип хатĕрлет. Тутăр мулине пек мар, унпа тĕрлеме лайăхрах, тĕсĕ те тухмасть. Курттăммăн туянатăп, кинемисем арчари хăйсен хитре тутăрĕсене шеллемесĕрех килсе параççĕ», — пÿртĕн кашни кĕтесĕнче вырăн тупнă картинăсене кăтартать Лариса Николаевна.

Лариса хĕр чухне тĕрлекеленĕ-ха, качча тухсан алла йĕппе çип тытсах кайман. Пĕррехинче Мăрата тăванĕсем патне хăнана кайсан стена çинче хитре картина асăрханă. Кÿлнĕ виçĕ лаша килне таврăнсан та куçĕ умĕнчен кайман. Чăтса тăрайман, тепĕр куннех Каçала вĕçтернĕ, пĕр купа тутăр туянса килнĕ хĕрарăм. Мăратра курнă янаварсене вăл та шурă пусма çине куçарнă. Тинех чунĕ лăпланнă. Анчах та вăхăтлăха çеç-мĕн.

Почтальонра ĕçленĕ май мĕнпур кăларăм чи малтан унăн аллине лекет. Сăмах май, Лариса Николаевна хăй те чылай хаçат-журнал çырăнса илет-ха. «Тăван Атăлти» тĕрĕсем илĕртрĕç. Пусма ларнă чăх тейĕн, ытармалла мар ÿкерчĕксене шурă пусма çине çиппе хĕреслетсе куçарма тытăнтăм. Каçалра хаçат-журнал сутакансем те пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, мана таçтан катаран курсан та чĕнсе илеççĕ, çĕнĕ журнал тыттарса яраççĕ. Чечексем мар, чĕрчунсене, кайăксене сăнлама юрататăп. Пĕр уйăхра икшер картина та тĕрлетĕп, çаврака пĕчĕк минтерсем çыхатăп. Ал ĕçĕ лăплантарать, пуç ыратнине те мантарать. Кăмăл çеç кирлĕ, ÿркенмелле мар тата, вăхăтне хĕлле те, çулла та тупма пулать», — чунне уçать Лариса Васильева.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.