Çанталăк ашкăнать
Патăрьел тăрăхĕнчи хуçалăхсене пăрлă çумăр шар кăтартнă
Çанталăк календарь йĕркине пăхăнма пăрахни пирки хамăр хаçатра çырсах тăратпăр. Кăçал çуркунне çитмесĕрех юр ирĕлме пуçларĕ. Темиçе çул каялла тавралăха илем кÿрекен чечексем пăрпа витĕнни, йывăçсем авăнса хуçăлни асрах. Хăш-пĕр çĕрте вутă-шанка çаплипех тирпейлесе пĕтереймен.
Çу пуçламăшĕнче, йывăç-курăка, пахчаçимĕçе вăй илме пулăшакан çумăра кĕтсе халтан кайрăмăр. Килчĕ-ха çумăрĕ, çурĕ, анчах çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче республикăн кăнтăр районĕсем ăна пула шар курнă.
«Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт тата Тăрăн çыннисем питĕ пăшăрханаççĕ. Унта аçтăрхан мăйăрĕ пысăкăш пăр çурĕ. Хăш-пĕр тĕлте 5 сантиметр хулăнăш выртрĕ вăл. Часах ирĕлеймерĕ. Купăста, помидор, хăяр... калчисене хуçса пĕтерчĕ. Паллах, пахчаçимĕçе çĕнĕрен лартма тивет. Тĕвĕленнĕ слива, чие, панулми... пăрлă çумăрпа пĕрле çĕр çине тăкăнчĕ. Пăхрăм та, хурлăхан çырли кăна мар, çулçи те юлман», — лару-тăрупа паллаштарать район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Александр Майрушкин.
Çĕнĕ Ахпÿртри Людмила Краснова предприниматель, сăмахран, çуллен 25-шер гектар вăрлăх сухан лартса ÿстерет. Пăрлă çумăр 10 гектар çинчи пахчаçимĕçе сиенленĕ.
«Çакнашкал пулса тухасса кĕтмен. Пĕлсен те хирти пысăк лаптăка нимĕнпе те витеймĕттĕмĕр. Пахчари помидорсене витрепе хуплама пулатчĕ хăть», — тет хĕрарăм. Çапах пăр айне пулнă вăрлăх сухан чĕрĕлессе шанать вăл. Пурпĕрех малтанхи çулсенчи пек пысăк тухăç илесси иккĕленÿллĕ.
Пăрлă çумăр пĕлĕчĕ Улатăр тата Канаш районĕсене те лекнĕ. Телее, унта çанталăк питех ашкăнман.
«3 ял тăрăхĕнче пăрлă çумăр çуса иртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем сиен тÿсни пирки пĕлтермен. Хăш-пĕрисен пахчари темиçе тĕм калчана улăштарма тивĕ, уншăн питех кулянмăпăр», — пĕлтерет Улатăр район администрацийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Ренова.
Çанталăка сăнакансем çакăн пирки мĕн калаççĕ-ши? Федерацин республикăри гидрометеорологи центрĕн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева ăнлантарнă тăрăх, çанталăк хăвăрт улшăннине пула сивĕ тата ăшă сывлăш хумĕсем пăтрашăнса кайнă, çавăнпа пăр çунă. Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче аслатиллĕ çумăр пуласса пĕлтернĕ, анчах пăр çăвасса никам та каламан.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Александр КРАСНОВ сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать