Дантес çулĕ
1837 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çамрăк мăшăр венчете тăнă — француз поручик Жорж Дантес Екатерина Гончаровăна качча илнĕ. Шел те, ку мăшăрлану çын куçне улталамалли мел кăна пулнă — арçын тин кăна Турă умĕнче яваплăха илнĕ арăмĕн аппăшĕ хыççăн чупнă.
Ку мăшăрлану та инкеке кăшт кăна каярах чакарнă. Александр Пушкин Дантеса çапах та дуэле чĕнсе кăларнă. Хирĕç-тăру мĕнпе вĕçленнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та çын вĕлерекенĕн хăйĕн пурнăçĕ каярахпа мĕнле çаврăнса тухнă-ши?
Принципсăр пуçтах
Жорж Шарль Дантес пуян мар дворян йăхĕнчен тухнă. Йĕркесĕр пуçтах статусне çирĕплетнĕ вăл. Унăн нимĕнле принцип та пулман. 24-ри каччăна, калăпăр, Нидерланди баронĕ Луи Геккерен... усрава илнĕ. Хитре те çамрăк француз ватăлса çитнĕ, ачасăр министра питĕ килĕшнĕ имĕш. Жорж çак сĕнĕве йышăнмасăр тăма пултарнă-и вара? Çапла вăл барон пулса тăнă, унсăр пуçне чаплă çынсемпе хутшăнма пуçланă. Анчах уй куçлă... Пĕлекенсем каланă тăрăх, ашшĕ-ывăлĕ хутшăну пулман вĕсен хушшинче. Çамрăк баронпа Геккеренăн гомосексуаллăхĕ пирки таврана сас-хура сарăлнă.
Екатерина Гончарова та çак серепенех лекнĕ. Вăл Пушкин мăшăрĕн Наталья Гончаровăн тăванĕ пулнă. Наталья илемĕпе такама та тыткăнланă пулсан Екатерина ун çумĕнче сăрă шăши кăна пулни паллă. Паллах, арçынна вăл хĕрарăм пек кăсăклантарман — тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн кăна кирлĕ пулнă. Александр Сергеевичпа Дантес шăпах поэт мăшăрне пула хирĕçсе кайнă та — çамрăк арçын хăй çак хĕрарăма килĕштернине пытарман. Пушкин сĕмсĕр каччăна малтанах чĕннĕ дуэле, анчах та лешĕ Екатерина Гончаровăна чиркĕве венчете çавăтса кайнă. Пике хитре французшăн тахçанах çуннă, çавăнпа та пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Пушкин дуэле чĕннине каялла илнĕ, паллах, арăмĕн тăванĕн пурнăçне пăсас килмен унăн. Анчах та Дантес туй хыççăнах каллех Наталья Гончарова хыççăн чупма пуçланă. Хирĕç-тăру поэт вилĕмĕпе вĕçленнĕ.
Еткерлĕх
Екатерина Гончарова ниме пăхмасăр упăшкине нихăçан та улталаман.
Дуэль хыççăн Дантеса гварди ретĕнчен кăларнă. Ăна Раççейрен те тухса кайма хушнă. Çын вĕлернĕшĕн çакăн пек кăна айăпланăшăн Дантес савăннă кăна. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна хăйне те вĕлермелли приговор йышăнма пултарнă вĕт. Шанчăклă Екатерина мăшăрĕ хыççăн çула тухнă.
Маларах вара пĕр тăвансен хушшинче хитре мар ĕç-пуç пулса иртнĕ. Екатерина, Наталья Николаевнăпа сывпуллашнă майăн, хăй Пушкина... каçарнине пĕлтернĕ — шăпах поэта пула унăн тăван çĕршывран тухса кайма тивнĕ-çке. Юрать-ха, хăй мĕн каланине тÿрех ăнланса илнĕ, макăрса ярса каçару ыйтнă.
Екатерина мăшăрне ĕмĕр вĕçне çитичченех чунтанах юратнă. Пĕрлешнĕренпе çичĕ çул иртсен çăмăлланнă хыççăн вĕрĕлнине пула аптраса пурнăçран уйрăлнă хĕрарăм. Екатерина мĕн юлашки сывлăшĕ тухичченех упăшкине аппăшĕ çумне кĕвĕçнĕ, çавна пула питĕ асапланнă. Арçынна хăй çумне май пур таран çирĕпрех çыхас тесе вăл тăватă ача çуратнă, тĕнне улăштарма хатĕрленнĕ. Анчах та ĕлкĕреймен.
Арăмĕ вилсен те улшăнман Дантес, кунта та хăйне валли усăллине шыранă вăл. Капла та чухăнах марскер Гончаровсен тĕлĕшпе Екатерина еткерлĕхĕ пирки суда тавăç тăратнă. Чăн та, нимĕн те выляса илеймен.
Карьера
Дантес нумай çул Францири Элзас ялĕнче пурăннă. Хĕрĕхмĕш çулсенче вара пĕр кĕтмен çĕртен пуç çаврăнса каймалла карьера тунă. Малтанах Луи-Наполеон Бонапарт /I Наполеон императорăн мăнукĕн тăванĕ/ партине кĕрсе Учредительнăй пуху депутачĕ пулса тăнă. 1848 çулта Луи Бонапарт Франци тилхепине хăй аллине илнĕ. Виçĕ çултан çĕршыври йĕркене улăштарнă — республика статусне улăштарса III Наполеон император пулса тăнă. Шанчăклă çыннине Дантеса сенатор пуканне панă.
Тахçан хăй вырăс поэтне вĕлернишĕн сенатор пачах та намăсланман. Акă мĕн çырса хăварнă ун çинчен Пушкинăн Парижри музейĕн йĕркелÿçи Г.Онегин.
“Мана мĕнпе вĕчĕрхентерет вăл — хам та ăнланмастăп, анчах та палламан çак çынна тăтăшах куратăп. Нумаях пулмасть М.А.С.-па уçăлса çÿреттĕмĕр. Каллех çав çынна тĕл пулсан вăл çапла каларĕ: “Çак çын камне пĕлетĕр-и? Мана унпа ĕнер кăна паллаштарчĕç. Вăл хăех каларĕ — Геккерен барон /Дантес/, сирĕн поэта Пушкина вĕлернĕскер. Пĕлесчĕ сирĕн, мĕнлерех мăнаçлăхпа каларĕ вăл çак сăмахсене. Йĕксĕк!”
Дантес ватăлсан та çылăхĕсемшĕн ÿкĕнмен.
Ун çинчен мăнукĕ çапла аса илет. “Пурнăçĕпе кăмăллăччĕ вăл. Шăпах Раççейрен дуэле пула тухса кайма тивнипе чаплă карьера тума май килнине палăртать. Унсăрăн ĕмĕрĕ вырăс пĕр-пĕр провинцийĕнче чухăн офицер, пысăк çемье пуçĕ пулса иртме пултарнине пытармасть”.
Пĕррехинче пушкинист Дантесран тÿррĕн ыйтнă: “Гение мĕнле вĕлерме пултарнă-ха эсир?” “Вăл та мана — пулас сенатора — вĕлерме пултарнă вĕт”, — чунранах тĕлĕннĕ Дантес.
Француз 83 çулта пуянлăхра, ачисен, мăнукĕсен хушшинче вилнĕ.
Çапах та усал ĕç ахаль иртмен. Дантесăн пĕр хĕрачи Пушкин пултарулăхне питĕ кăмăлланă. Чаплă поэта кам вĕлернине пĕлсен... ăсран тайăлнă. Мĕн ĕмĕрĕ вĕçне çитичченех ашшĕне курайман вăл, “çын вĕлерекен” тенĕ.
Комментировать