Магдалина приючĕ

11 Июн, 2016

1862 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Санкт-Петербургри Калинкино больницинче çăмăл шухăшлă хĕрарăмсем валли ятарлă уйрăм уçăлнă. Кун йышши — “каçхи лĕпĕшсен” “юсанмалли” — учрежденисем Раççейре I Петĕр вăхăтĕнчех пулнă.

Мария Магдалина приючĕ çылăха кĕнишĕн ÿкĕнекен хĕрарăмсем валли уçăлнă. Медицина çак учрежденийĕ XVIII ĕмĕр варринче кун çути курнă. Кун пек çуртсене I Петĕр вăхăтĕнчех йĕркеленĕ, унта çăмăл шухăшлă хĕрарăмсене — айăпланă хыççăн — ирĕклĕхсĕрте тытнă. Тĕрĕсрех вĕсем пирки “проституткăсен тĕрми” теме те пулать-тĕр... Çавăн пекех унта ытти айăпа кĕнĕ хĕрарăмсене те тытнă.

Европа савăнăçĕ-киленĕçĕ

Раççейре чи авалхи професси Петĕр реформисемчченех вăй илнĕ. Çапах та шăпах XVIII ĕмĕрте, тĕп хулана Европа савăнăçĕ-киленĕçĕ çитсен, хĕрлĕ хунарлă çуртсен йышши заведенисем модăна кĕнĕ. Киленÿ çурчĕсем малтанах вăрттăн кăна уçăлкаланă-ха. Вĕсен йышĕ ÿссе пынă майăн Санкт-Петербургра “француз чирĕсем” çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă.

XVIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Петĕр хушăвĕпе килĕшÿллĕн пир-авăр картишĕсем уçăлма пуçлаççĕ. Промышленноç çак учрежденийĕсенче пир-авăр кăларнă. Унсăр пуçне çак çуртсемех проституткăсемшĕн ĕçлесе юсанмалли учрежденисене çаврăннă.

Ку шухăш та Европăранах çитнĕ — патша чикĕ леш енче çÿренĕ май çапла ĕçленине асăрханă. “Каçхи лĕпĕшсен” чи паллă заведенийĕ Калинкино ялĕнче пулнă — унта 1720 çулта Н.Гербель архитектор проекчĕпе ятарласа икĕ хутлă вăрăм çуртсем çĕкленĕ, вĕсен çумнех чиркÿ вырнаçтарнă. Çак çуртсене Петр Штелин гравюрисенче курма пулать.

Калинкинăри юсанмалли учреждени пирки пĕрремĕш хут Раççей империйĕн Саккунĕсен тулли пуххинче 1750 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Елизавета Петровнăн указĕнче асăннă. Вĕсене мĕн тĕллевпе йĕркелени те паллă: “для содержания непотребного и неистового женского пола”. “Непотребный” пур хĕр-хĕрарăма та шыраса тупмалла, çак çурта илсе килмелле те унта хупмалла пулнă.

Каярахпа, пĕр ĕмĕр иртсен, 1862 çулта çавăнтах Раççейри чи пысăк приют уçăлнă. Мария Магдалина приючĕ ÿкĕнекен хĕрарăмсем валли пулнă, ăна Европа тĕслĕхĕпе усă курса йĕркеленĕ. Унта çула çитмен, анчах та хĕрлĕхне çухатнă пикесене, ÿкĕнекен проституткăсене, тĕрмерен тухакан хĕрарăмсене йышăннă. Юлашкисем мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп пулманнипе палăрнă.

Воспитани вырăнне — айăплав

Çакăн йышши чи пĕрремĕш приют Ирланди тĕп хулинче Дублинра 1767 çулта уçăлни паллă. Малтанах чăнах та пурнăçра такăннă хĕрарăмсене тÿрĕ çул çине тухмашкăн пулăшма тĕллев тытнă. Анчах та пархатарлă çак шухăш каярахпа улшăннă. Воспитани памалли учреждени хăй чăн-чăн тĕрмене çаврăннă. Унта лекнисене каторгăри пек ĕçлеттернĕ, вĕсене питĕ çирĕп тытнă, айăпа кĕрсенех хытă хĕненĕ.

Çак ирĕке манашкăсене панă. Приютран тарас шухăшлă хĕрарăмсене уйрăмах çирĕп тытнă, вĕсенче ÿкĕнÿ туйăмне вăратас тесе алă çĕклеме те именмен.

Çакăн пек заведенисен влаçĕ хăвăрт ÿссе пынă. Çавăнпах вĕсене темĕн тума та ирĕк панă. Малтанах унта хĕрарăмсене панель çинчен кăна пуçтарса пынă пулсан каярахпа приютсене пĕччен амăшĕсене те, пусмăрçăсен аллине çакланнисене те вырнаçтарма пуçланă. Ку çитмен, хитре хĕрсене те ирĕклĕхсĕр хăварма пуçланă! Вĕсен тăванĕсем пикесен илемне хăрушлăхпах танлаштарнă-мĕн... Çавăнпа та чиперуксене приюта илсе каймашкăн тăванĕсем хăйсемех ыйтнă.

Ĕненмелле те мар пек, анчах та “хĕрарăм каторгисем” Ирландире 1996 çулчченех сыхланса юлнă! Вĕсене тĕнчене кисретнĕ шăв-шав хыççăн кăна хупма пуçланă. Приютра тытса тăнă хĕрарăмсен хăрушă пурнăçĕнчи вăрттăнлăхсем çиеле тухнă...

Ятсăр вил тăприсем

Малтанах çакăн заведенисенчи ятсăр вил тăприсенче 155 хĕрарăм ÿтне тупнă. Каярахпа “Магдалина приючĕсен” воспитанницисем хăйсене мĕнле условисенче усрани пирки пĕтĕм халăх илтмелле каласа кăтартнă. Вĕсене, пусмăрçăсен аллинчен хăтарас тĕллевпе ирĕклĕхсĕр хăварнăскерсене, приютра та... пусмăрланă-мĕн! Унсăр пуçне вĕсенчен мăшкăлланă, хĕненĕ. 1997 çулта çак фактсемпе усă курса “Секс в холодном климате” документлă фильм ÿкернĕ.

2013 çулта вара, питĕ вăрах, темиçе çулталăк, тĕпченĕ хыççăн, Ирланди правительствин пуçлăхĕ Энде Кенни хĕрарăмсенчен халăх умĕнчех каçару ыйтнă — “Магдалина прачечнăйĕсенчи начар условисемшĕн”.

Аскăнчăк хĕрарăмсен Раççейри тĕрми

Тепĕр тесен, пĕрне ырласа теприне хурламалла мар. Раççейре те лару-тăру аванах пулнă темелли çук. Аскăнчăк хĕрарăмсен тĕрминчи /халăхра вĕсене “Фонтанкăри вăрттăн çурт” тенĕ/ условисем питĕ йывăр пулнă. Хĕрарăмсене хĕненĕ, вĕсене асаплантарнă, урисене сăнчăрта тытнă. Ку тĕрмене лекнĕ арестанткăсен унтан чĕррĕн тухас шанăç пулман та темелле, нумайăшĕн пурнăçĕ çавăнтах татăлнă.

Александр Купринăн “Яма” повеçĕнче çакăн пек учрежденисем çинчен питĕ хăрушла çырса кăтартнă, унта хупнă хĕрарăмсене пусмăрланине те пытарман. Сăмахран, Женька проститутка каласа кăтартнă тăрăх, приютсенче бордельтинчен те хăрушăрах пулнă.

“Каçхи лĕпĕшсене” ĕçе вырнаçтарнă

Калинкино çурчĕн çĕнĕ историйĕ II Екатерина тапхăрĕнче пуçланнă. 1779 çулта вăл юсанмалли учреждени статусне çухатса вăрттăн сипленмелли вырăн пулса тăнă, пĕр сăмахпа, Раççейри пĕрремĕш венерологи больницине çаврăннă. Унта чирлисене анонимлă майпа сипленĕ, ют çынна территорине кĕртмен, пациентсен вара, конспираци тĕллевĕпе, маскăсемпе çÿреме ирĕк пулнă.

Ĕнтĕ унта хĕрарăмсене текех хĕнемен, пусмăрламан, пачах урăхла, лайăх условисенче усранă тата сипленĕ. Чăн та, сыватмăша хĕрарăмсем хăйсен ирĕкĕпе пыман. Вĕсене клиникăна вăйпах вырнаçтарса сиплеме тивнĕ. Унта пурăнакан хĕр-хĕрарăма аталанма, пĕлÿ илме кăна мар, ĕçе вырнаçма та пулăшнă. Ытларах чухне — хулари çемьесене кил тĕрĕшре тирпейлемешкĕн.

Самана улшăннă. Трона I Николай йышăннă. Халĕ ĕнтĕ “каçхи лĕпĕшсене” тĕрмене хупса хĕнеме мар, ирĕклĕнех ĕçлеме майсем туса панă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.