Ял тăрăхне кам пулăшĕ?

26 Ноя, 2013

Республикăра çивĕч ыйтусăр пурăнакан ял пур-ши? Темĕн, çук пулĕ. Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕнчи ялсен те вăл темĕн чухлех. Таса шыв ыйтăвнех илер. Ку таврара çăл куç нумай. Вĕсемпе усă курма меллĕ. Пăрăх йĕркеллĕ вырнаçтар та - шыв анаталла юхса кашни килех çитет. Анчах çак ĕçе харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлама юрамасть - явап тыттараççĕ. Малтан проект хатĕрлемелле, ăнăçлă хÿтĕлесе ирĕк илмелле. Ку вара - хаклă.

Ку çеç те мар. Йĕрке тăрăх шыв тасалăхне палăртма кашни 3 сехетрен лабораторире тĕрĕслеттермелле. Санитари зони тумалла, пăхса тăракан организаци йĕркелемелле, лицензи илмелле... «Йĕркене пăхăнмасан Раççей потребнадзорĕ уйрăм çынна - 20 пин тенкĕ, администрацие 70 пин тенкĕ таран штрафлама пултарать», - тет Шаккăл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Степанов.

Халăх хастар ку енче. Хăйсен кĕсйинчен 10-шар пин тенкĕ таран укçа кăларса пама хатĕр - ĕçĕ çеç йĕркеллĕ пурнăçлантăр. Тивĕçлĕ канăва тухнисем вăтамран 6-7 пин тенкĕ пенси илеççĕ - вĕсенчен епле хăйса ыйтăн? Халăх хальлĕхе çăл шывĕпех çырлахать. Шыв 6-18 метр тарăнăш сийре тĕл пулать те çăл чавас енĕпе йывăрлăхах çук. Тепĕр тесен çăл куçĕнче те, çăлра та çав шывах. Анчах пĕринче проект кирлĕ, тепринче - çук.

- Аплах мар - ха, - килĕшмерĕ Геннадий Николаевич, - 40 метр ытларах пăралас - каллех проект ыйтаççĕ, лицензи илмелле. Паллă ĕнтĕ, башньăна шыв тарăнран уçламалла. Ку ыйтăва каллех укçасăр татса параймăн. Çавăнпа та вăл хальлĕхе уççи-хупписĕр.

Хăй вăхăтĕнче йĕркеллĕ ĕçленĕ пушар деповĕ пăхса тăманран юхăннă. Унăн ятарлă автомашина çук, анчах механизаторсенчен ирĕклĕ команда хатĕрленĕ. Вут-кăвар тухсанах 3 тонна шыв кĕрекен цистерна кăкарса пушара сÿнтерме васкаççĕ. Команда çулла аван ĕçлет. Депора пĕр тракторăн сых ятне хĕлĕн-çăвĕн тулли цистернăпа инкеке сирме хатĕр тăмалла. Сивĕре шыв шăнасран хутса ăшăтакан пÿлĕм кирлех. Çакна халăх лайăх ăнланать. Депо çуртне хăйсен вăйĕпех йĕркене кĕртесшĕн.

Ял çыннисене çул ыйтăвĕ нумай вăхăт канăç паман. Администраци пуçлăхĕ депутатсемпе пĕрле тĕрлĕ çĕре Мускав таранах çырупа тухнă. Усси пулнах - халĕ ыйтăва татса панă. Геннадий Николаевич республика тата район ертÿлĕхне, уйрăмах район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова чĕререн тав тăвать.

Çав кун хастар чун-чĕреллĕ Николай Стекольщиков, Геннадий Семенов пуçарнипе ял çыннисем халăх укçипе туяннă материалтан масар тавра карта тытатчĕç. Ĕçе ку таранччен вĕçлерĕç пулĕ. Авăн уйăхĕнче Кивĕ Ахпÿртре Валерий Федоровпа юлташĕсем çине тăнипе сăваплă вырăна йĕркене кĕртнĕ.

Ял тăрăхĕн депутачĕсен витĕмĕ уйрăмах пысăк. Александр Семенов, Алексей Любов, Антонина Павлова хутшăнмасăр пĕр лару та иртмест. Вĕсем вун пĕрĕн. Чылайăшĕ яваплăха туять. Шел те, хăшĕ-пĕри ларăва вуçех те çÿремест. «Ĕçлĕ» çыншăн сăлтав яланах тупăнать теççĕ.

Пуçа хыçтаракан ыйту - гидротехника сооруженийĕ. Калăпăшĕ пĕр миллион та çĕр кубла метр шыв йышăнать, лаптăкĕ - 40 гектар. Пысăк пулнăран ăна халăх «Хура тинĕс» тет. Çĕнĕ тата Кивĕ Ахпÿрт ялĕсемшĕн вăл хăрушă объект шутланать. Татăлас пулсан пĕринче - 164, тепринче 9 киле юхтарса кайма пултарать. Пĕтĕмĕшле тăкакĕ - 51 млн тенкĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна çирĕп тунă - унашкалах хăрушлăх çук. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, Раççей технадзорĕ кашни 4 çулта пĕрре ятарлă документ хатĕрлесе тăратма ыйтаççĕ. Вăл вара 30 пин тенке кайса ларать. «Хăрушсăрлăх декларацийĕ хатĕрлеме те вун-вун пин тенкĕ кирлĕ, - тет Геннадий Степанов. - Мускаври, Самарти ятарлă предприятисем экспертиза тăваççĕ. Ун валли тепĕр çавăн чухлĕ кăларса хур. Администрацийĕн ăçта кайса кĕмелле?» РФ, ЧР бюджечĕсенчен пулăшу кирлех. Ял тăрăхĕн халăхĕ çакна кĕтме хăнăхман пулин те ыйтăва хăйсем тĕллĕн çеç татса параймĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.