Палата опычĕпе паллашнă

10 Июн, 2016

ЧР Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Татьяна Николаенко çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн Общество палатин ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

Кĕркунне 10 çул тултаракан палата йышĕнче 58 çын, 8 комисси. Аппарат ĕçченĕсем коммерцилле мар организацисемпе /НКО/ тата влаç органĕсемпе тытакан çыхăнăва сÿтсе явнă. Икĕ ен норма-право акчĕсен проекчĕсен общество экспертизине ирттерессин, палата ят-сумне ÿстерессипе çыхăннă ĕçе йĕркелессин, ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнчи общество канашĕсен ĕçне тĕрĕслессин, социаллă пулăшу кÿмешкĕн НКОсене явăçтарассин ыйтăвĕсене тата ытти саманта тишкернĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.

Ульяновск облаçĕн Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Сергей Терехин облаç ертÿлĕхĕ палатăна нумай пулăшни, вăл граждан обществин аталанăвне пысăка хурса хакланине пĕлтернĕ. Аппарат çумĕнче 2011 çулта туса хунă «НКО аталанăвĕн центрĕ» регионăн коммерцилле мар секторĕн ĕçне йĕркелесе тăрать, 1,5 пин общество организацине пĕрлештерет. Центр çумĕнче çавăн пекех «НКО лидерĕсен клубĕ» пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.