Форумра хамăра кăтартăпăр, хăнасене итлĕпĕр

10 Июн, 2016

Республика кунне уявланă тапхăрта Шупашкарта IX экономика форумĕ тата Регионсен хушшинчи «Регионсем — чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXIII курав иртĕç.

— Форумăн пленарлă пайне хальхинче çĕнĕлле йĕркелĕпĕр, — пĕлтернĕ брифингра вице-премьер-экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. — Унта чи çивĕч ыйтусене сÿтсе явăпăр. Ларăва ятлă-сумлă экспертсем хамăр çĕршывран çеç мар, чикĕ леш енчен те, вăл шутра Норвегипе Аслă Британирен хутшăнĕç. Çитес 15 çулта экономика стратегийĕ, регионсене аталантармалли майсем, аграрин чи малтан пурнăçа кĕртмелли политикипе тата ют çыршывсен Раççейри бизнесĕ, форума килнисемшĕн кăсăклă ытти тема çинчен калаçăпăр.

Форум Шупашкарти «Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче иртĕ. Кăçал ăна Ĕç çыннин çулталăкне халаллĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех экономикăпа социаллă пурнăçа çутатакан экспозицисем йĕркелĕç. Уяв фейерверксен пĕтĕм тĕнчери тăххăрмĕш фестивалĕпе вĕçленĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

 

Теги: