Тăван культурăшăн, халăх ырлăхĕшĕн

10 Июн, 2016

Çак кунсенче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов икĕ организаци килĕштерсе тата çыхăну тытса ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă.

Асăннă общество организацийĕсен тĕллевĕсем пĕрешкел: чăваш наци культурине, еткерлĕхне, тăван чĕлхине упраса хăварасси, Чăваш Енĕн культура пахалăхĕсене республикăра тата ун тулашĕнче пропагандăласси.

Килĕшĕве алă пусас умĕн Николай Угаслов ЧНК чăваш диаспорипе çыхăну тытни пирки каланă. Вăл Раççей Федерацийĕн территорийĕсенче пысăк ĕçсем туса ирттерет. Конгресс — чылай фестивальпе конкурс, курав пуçаруçи. Николай Федорович шухăшĕпе — регионсенче ирттернĕ мероприятисен пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. ЧНК çапла тăвать те. Унăн хастарĕсем республика тулашне час-часах тухса çÿреççĕ. Вырăнти представительствăсем те — вĕсем чылай хулапа облаçра, республикăра — конгреспа тачă çыхăнура. Ку енĕпе писательсем те — этем чунĕн инженерĕсем — пысăк пулăшу парасса шаннине палăртнă.

Геннадий Максимов писательсемпе поэтсем çулленех тăван хутлăха, çут çанталăка, Чăваш Енĕн пултаруллă çыннисене халалланă çĕр-çĕр кĕнеке кăларнине, вĕсем хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе тăван халăхăн историпе культура еткерлĕхне пуянлатнине асăннă. "Чăваш писателĕсен произведенийĕсемпе республикăн тĕп сценисем çинче тата регионсенче спектакльсем лартаççĕ, поэтсен сăввисемпе вун-вун юрă хываççĕ. Литература деятелĕсем Чăваш Енĕн хальхи культурине пысăк витĕм кÿреççĕ, вĕсем хăйсен хайлавĕсемпе çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани пама пулăшаççĕ", — тенĕ Геннадий Аркадьевич.

Елена СВЕТЛАЯ.

Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.