Вĕлле хурчĕ пек тăрăшаççĕ
"Сăкăт ялĕнче пурăнакансем вĕлле хурчĕ пек ĕçлеççĕ", - ытараймасть тăван ял çыннисене Вера Федоровна Славницкая. Акă Октябрь урамĕпе иртсе пынă чухне те çĕннине пĕлтермесĕр чăтаймарĕ хăнасене питĕ тарават хĕрарăм. "Вунă кил хуçалăхĕ кунта. Çак урамран кĕтĕве мĕнпурĕ 36 ĕне çÿрет. Хушма хуçалăхра 2-3-шер выльăх усраççĕ, ÿркенмеççĕ", - палăртрĕ вăл.
Славницкийсем хăйсем те юлхавлисен шутĕнче пулманнине пĕлсен хуçалăхне çитсе курмасăр чун лăпланмарĕ. Вĕлле хурчĕсен ĕçлĕ тĕнчине, илемлĕ сад çăтмахне лексен кунти çынсем чăвашла илемлĕ калаçнине итлесе, тавракурăма тĕрлĕ енлĕн аталантарма ăнтăлнине туйса килентĕм. Çутçанталăкпа пĕр тĕвĕре пурăнма тăрăшакан çын чăннипех нумай пĕлет, ăнланать, ĕмĕр тăршшĕпе вĕренет. Паллах, ыррине.
Кил хуçишĕн, Николай Алексеевичшăн, кашни вĕлле хурчĕ çын шутĕнче. "Пĕлесчĕ сирĕн вĕсем мĕнлерех аталаннă шайра пурăннине. Пирĕн вĕсенчен пайтах вĕренмелле", - ахăртнех, калас тенине сăмахпа ăнлантарасса шанмасăр палăртрĕ арçын. Эпĕ хуртсенчен пач шикленменнине асăрхасан хавхаланăвне пытармарĕ. Утар ĕçĕпе Славницкийсем 20 çул ытла тăрмашаççĕ. Ку ăсталăх йăхран йăха куçать. Аслисенчен ?кукамăшĕнчен% вĕренсе юлнисĕр пуçне тĕрлĕ кĕнекепе паллашнă, лайăххипе ĕçре усă курнă.
Палăртмалла, Сăкăтра вĕлле хурчĕ усракан сахал мар, анчах вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшмаççĕ. Çутçанталăкри чĕрчуна чунпа туякан тепĕр çынна усал сунмĕ, япăх тумĕ. Николай Алексеевич асăннă тăрăх - пурнăçа вĕлле хурчĕсенчен вĕренмелле. Кÿршĕри утарçăсемпе Славницкийсем туслă. Тĕслĕхрен, Александр Муллинпа, Станислав Силюковпа тата ыттисемпе те сÿтсе явмалли, пĕр-пĕрне паллаштармалли тупăнсах пырать.
Йыснăшĕ чаплă утарçăн лайăх столяр пулмалла тенине яланах асра тытнă Николай Алексеевич. Халĕ ачисене аса илтерет. Ара, пыл хурчĕ хăйне пăхакан хуçи тунă вĕллере унăн хăватне, кăмăлне туйса ĕçлет-çке. Кунашкал "кил-çурт" çыхăнăва, туслăха çирĕплетет, пĕр-пĕрне тухăçлăрах пулăшма хистет мар-и? Çавăнпа кил хуçи вĕллесене хăйĕн аллипе ăсталать. Малтан пĕрешкел тунă, кайран меслете çăмăллатнă. Çулсерен ăстаçă ĕçе çĕнĕлĕх кĕртет. Акă, ăвăса ?воск% хĕвел çинче ирĕлтерсе юхтармалли хатĕр куç тĕлне лекнĕрен унпа хаваспах паллаштарчĕ.
Ал-ури çыпăçуллă çав. Халĕ пурăнакан пÿрте те хуняшшĕпе иккĕшех тунă темелле, платник тытса ĕçлеттермен.
Николай Славницкий килти хушма хуçалăхпа кăна тăрмашать тесен йăнăшатăр. Ял хуçалăх предприятийĕнчи механизатор алăран машина-трактор рульне ямасть. Маларах тĕп инженер, бригадир, ертÿçĕ çумĕ те пулнă. Халĕ те пултаруллă. Вĕлле хурчĕ пекех темĕн тума та, таçта та ĕлкĕрет.
Таврара сунарçă пулнипе те паллă. Вăрмана мулкач, тилĕ тытма çÿрет. Нумай тытассишĕн çунмасть, ытларах çутçанталăкпа киленет. Юлашки вăхăтра тепĕр кăсăклану канăç памасть, пулăра ларать. Каллех чун апачĕшĕн мар-и?
Çемьере пĕр хăйшĕн кăна шухăшламасть. Сунара йĕлтĕрпе мăшăрне те илсе тухать. Вера Федоровна вĕлле хурчĕсемпе упăшкинчен кая мар ĕçлет, ăсталăха вĕренсе çитнĕ. Хальлĕхе хулара тĕпленнĕ виçĕ ачи яла килсен пÿрте кĕриччен пыл хурчĕсене пăхса çаврăнаççĕ.
Вĕсем кăна-и? Йышлă индокăвакал та вĕсен çывăхĕнче сасă кăлармасть. Çакăншăн ятарласа усраççĕ вĕсене Славницкийсем. Çулталăкне лешсем икĕ хут чĕп кăларса савăнтараççĕ. Тăватă амаран çамрăк ăру 80-90 пуç таранах ÿссе çитĕнет.
Хире, вăрмана, кÿлле, чĕрĕ çутçанталăка чунтан юратаççĕ, хисеплеççĕ Славницкийсем. Ывăннине туймаççĕ, ĕçченлĕхе кăмăллаççĕ. Ачана шкул саккинчен ĕçе вĕрентмеллине асăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Николай Алексеевич тракторист правине шăпах унта вĕреннĕ чух алла илнĕ. Ку йăлана пăрахăçларĕç те хуçалăхра механизаторсем çитми пулчĕç. Тепĕр 5-10 çултан ăçтан тупмалла вĕсене? Ку ыйту кулянтарать ял хуçалăх ĕçченне. Ăна çеç мар, анчах кун çинчен тĕплĕнрех çитес кăларăмсенче калаçăпăр.
Ирина НИКИТИНА.
Комментировать