Арçын ертÿçĕсем юрласа ĕçлеççĕ
"Пирĕн Карапай Шăмăршă ачисем мĕнле кăмăллă вĕт-ха. Вĕсенчен усал сăмах илтсе курман. Ыйтсан чĕнмесĕр иртмеççĕ, хуравлаççĕ, калаçаççĕ", - палăртать Галина Николаевна Петькова.
"Культура ĕçченĕ хăйĕн ял çыннисене тиркемест ĕнтĕ", - вĕлтлетрĕ çак вăхăтра шухăш. "Каçсерен юрă-ташă каçĕсене "кикириккисене" хĕретсе тухакан та тупăнмасть-и вара?" - чĕлхе вĕçне килнĕ ыйтăва параймасăр чăтаймарăм эпĕ. "Пĕр çитменлĕхсĕр е идеаллă çын тĕнчере те çук пулĕ. Анчах клуба çÿрекен çамрăксем иртĕхеççĕ, криминал ĕçсем тăваççĕ тесе калаймăп", - хăйĕн шухăшĕ çинче çирĕп тăчĕ хĕрарăм. Çакăн хыççăнах ялти яшсем çара каяс умĕн яланах культура çуртне кĕрсе тухнине асăнчĕ. Кунашкал сывпуллашу кунта йăлана кĕнĕ иккен.
Çак тĕслĕхпе ĕнентерме тытăнче те мана Галина Николаевна ял халăхĕ культурăпа çывăх пулнине. Ку ĕçре вăл улттăмĕш çул тăрăшать. Маларах библиотекăра вăй хунă, ял администрацийĕн специалисчĕ те пулнă. Общество ĕçĕнчи хастарлăхне кура ăна вырăнти хĕрарăмсен канашне ертсе пыма та шаннă, ял тăрăхĕн депутатне те суйланă. Культура тытăмне вара пултаруллă ертÿçĕ Зинаида Падюкова тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн йышăннă. Галина Николаевнăшăн чи пахи - халăх шанни, итлени. Хăй каланă тăрăх - унăн хÿттине, пулăшăвне вăл туять.
Акă, ыран е виçмине каччăн салтака тухса каймалла. Унччен маларах вăл юлташĕсемпе ялти культура çуртне юрласа кĕрет. Йышлă ушкăнра тăванĕсем те пур. Вĕсем те, Галина Николаевна та çара каякан ачана инçе çула ырă сунса ăсатаççĕ. Темиçе хут çĕклесе маччаналла ывăтаççĕ. Ĕçсе ÿсĕрĕлессишĕн йĕркеленĕ уяв мар ку. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине çара çакăн пек йăлапа ăсатасшăн, çавăнпа малтанах пĕлтерсе хураççĕ. Ара, культура çурчĕн ĕçченĕсем пулас салтаксемпе хавхалантаруллă конкурссем те ирттереççĕ-çке.
"Паттăрлăх" клуб та культура çуртĕнче 20-30 çул ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Шăмăршă район администрацине ертсе пыма кайнă Владимир Денисов спорта аталантарассине питĕ тимленĕ. Вăл пуçарнă мероприятисем халĕ те пурнăçланаççĕ, шашка-шахмат вăййисем таранах.
Ял тăрăхĕн хальхи пуçлăхне Вячеслав Яковлева та ырламалла. Служба тивĕçне кура культурăна пулăшать çеç мар, хăй те ансамбльте юрлать. Шкул директорĕ Юрий Ермолаев та унран юлмасть. Арçын ертÿçĕсем концертсене хутшăнни пĕрре культура тытăмне вăйлатать, тепре халăха ăна хаклама вĕрентет. Ертÿçĕ тĕрлĕ енчен ырă тĕслĕх кăтартни çамрăксемшĕн, шкул ачисемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Ял пуласлăхĕ, малашлăхĕ çакăн пек çынсенчен питĕ нумай килнине ахальтен асăнмасть Галина Петькова.
Вячеслав Яковлевран, Юрий Ермолаевран, шкулта ĕçленĕ Геннадий Деомидовран тата ыттисенчен тăракан хутăш ансамбле куракансем яланах хапăлласа йышăнаççĕ. "Никто тебя не любит так, как я" юрра темиçе хут шăрантарма ыйтаççĕ.
Культура çурчĕ ытти ансамбльпа та пуян, çав шутра - фольклор ушкăнĕпе те. Карапай Шăмăршăсемсĕр районти пĕр уяв та иртмест темелле. Юрлакансем ?Надежда Медведева аккомпаниатор нумай пулăшать% те, ташлакансем ?хореографи ушкăнне Шăмăршăран ятарласа çÿрекен Антонина Нефедова вĕрентет% те тăтăшах кÿршĕ ялсене, районсене тухса çÿреççĕ. Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Алманчăкра, Сăкăтра пулнă. Çемье ансамблĕсем те çук мар ялта. Ку енĕпе Измайловсем, Яковлевсем маттур.
Культура хастарĕсенчен çавăн пекех Нина Мамонтовăна, Светлана Сидоровăна, Зоя Измайловăна, Людмила Столяровăна тата ыттисене палăртмалла.
Мĕнпурĕ 13 кружок ĕçлет кану çуртĕнче. Халăхăн тĕрлĕ сийне культурăна явăçтарас, унпа паллаштарас тĕлĕшпе вун-вун мероприяти иртет. Культура "çимĕçĕ" часах пиçсе çитмест, унăн çулĕ вăрăм. Халăхпа паян чăваш чĕлхи çинчен тĕплĕ калаçни, ыран мĕн ĕмĕр тăршшĕпе вăрман е ял хуçалăхĕнче тар тăкнă çынсене хисеп туса чыслани е яш-кĕрĕме ырă сунса пил пани чунра юлать, ăруран ăрăва куçать.
Комментировать