Пурнăç çулĕ – аслă çул
Репрессине лексе миçе çын шар курман-ши? Шел, çак авăртан манăн мучи, Павел Макарович Макаров та хăтăлайман. 1906 çулта, Элĕк районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче ?халĕ Муркаш районне кĕрет% йышлă çемьере çуралса ÿснĕ вăл.
Элек чĕлхи – çĕлен чĕлхи
1889 çулта маçак, Макар Тарасов Кĕртекасси хĕрĕпе, Перасковья Кузьминапа çемье çавăрнă. Вĕсен 11 ача çуралнă: Савин, Иван, Перасковья, Ирина, Анна, Емельян, Павел, Лаврентий ?манăн атте%, Екатерина, Карп, Фекла. Анчах тăваттăшĕ - Иван, Анна, Екатерина, Карп - нумай пурăнайман, ачаллах, тĕрлĕ чир-чĕре пула çĕре кĕнĕ.
Революци хыççăн, 20-30-мĕш çулсенче, кайран та, Сталин виличченех çĕршыври чылай çын репрессине лекнĕ. Çав шутра айăпсăр айăпланнисем те самай пулнă. Тытса кайнисенчен нумайăшĕ каялла таврăнайман, йывăрлăха, терт-нушана чăтаймасăр вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Мучи репрессие мĕншĕн çакланни мана вĕçĕм канăç паман. Хуравне тупма иртнĕ хĕл патшалăх историн архивне темиçе хут та çитме тиврĕ. Тĕпчев хыççăн çакă палăрчĕ.
Революци хыççăн, 1923 çулта Совет тапхăрĕнче чиркÿ икке пайланнă: пĕри - чăн-чăн православи чиркĕвĕ ?Тихон патриарх çунаттийĕ%, тепри - çĕнĕ влаç майли. Чăн православи тĕнне ĕненекенсем Совет чиркĕвĕсене çÿреме пăрахнă. Лару-тăру пирĕн тăрăхра та çивĕчленнĕ. Исетерккĕ тăрăхĕнчи çынсем ку ялти Николай Кондратьев килĕнче пухăнма тытăннă. Йыш 14 çынна çитнĕ. Вĕсем Турă кĕнекисем, кĕлĕ вуланă. Çав шутра Николай Кондратьев, Павел Макаров, Татьяна Данилова, Анна Васильева, Иван Васильев тата ыттисем те. Вăрманкас Сорăмран Иван Семенов, Кив Матьăкран Матвей Атласов та унта çÿренĕ.
Николай Кондратьев патне пирĕн мучи 1926 çултах çул хывнă. Ун чухне 20 çулти каччă пулнă вăл. Çĕвĕç ĕçне лайăх пĕлнĕ май унта çи-пуç çĕлесе панă. Пухăнса кĕлĕ вулакансене хăшĕ-пĕри сектантсем, Совет влаçне хирĕçле ĕçсем тăваççĕ тесе элек сарнă. Теприсем вара суя сас-хурана патшалăх политикин пĕрлехи управленийĕн Чăваш Енри уйрăмне ?ОГПУ% çитернĕ. 1928 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Исетерккĕ тăрăхне С. В. Никитин уполномоченнăй вĕçтерсе çитнĕ. "Сектантсене" айăплама 191-мĕш номерпе ĕç пуçарнă.
Кондратьев патне çÿрекенсенчен ыйтса тĕпчеме тытăнаççĕ. Юрать, вăл вăхăтра тÿрех тытса кайман, персе пăрахман. Çавăнпа тăванĕсем айăпа кĕнисенчен нумайăшне тÿрленме пулăшма шантарса тĕрмерен хăтарса хăварнă. Çакăн хыççăн ушкăнпа пухăнса кĕлĕ вулама пăрахаççĕ. Анчах иккĕшне - Павел Макаровпа Татьяна Даниловăна - арестлесе тытса кайнă. Малтанах Шупашкар тĕрмине ăсатнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хăрамасăрах Христос вĕрентĕвне нихăçан пăрахманнине, Турра хирĕçле влаçпа килĕшменнине пĕлтернĕ.
1928 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Павел Макарова тĕпченин докуменчĕсемпе паллашма та кăсăклă:
Ыйту: Эсир Совет влаçĕнчен пăрăнакан сектантсен йышне хăçан хутшăннă тата сирĕн ялта ку секта хăш вăхăтра йĕркеленнĕ?
Хурав: Эпĕ нимĕнле сектăра та тăмастăп, сектантсем камсем иккенне те пĕлместĕп. Совет влаçĕ пуçлансанах унран пăрăннă эпĕ. Сăлтавĕсем çаксем: Совет влаçĕ йĕркеленсен малтанхи кунранах Христос вĕрентĕвне хирĕç кайма тытăнчĕ* православи тĕнне ĕненекенсене йĕрлеме пуçларĕ* мăнастирсемпе чиркÿсене хупрĕ* тĕнсĕр саккунне мĕнпур пупа пăхăнтарчĕ, вĕсем вара вăл хушнипе чиркÿсенче çĕнĕлле ĕçлеме тытăнчĕç, унчченхи чăн таса туйăма çухатрĕç. "Хăçан та пулин çак влаçăн саккунне пăхăнатăн-и?" - тесе ыйтнине çапла калăп: эпĕ нихăçан та çак влаç йышăнăвне пăхăнмастăп.
1928 çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи 48 çулти Татьяна Даниловăна та ыйтса тĕпченĕ. Тăлăх хĕрарăм 2 çил арманĕ тытнă.
- Эпĕ Совет влаçне йĕркеленсенех курайми пулнă. Вĕçĕмех пĕр-пĕр патша килессе кĕтнĕ. Кураймастăп, мĕншĕн тесен вăл мана йăлтах çаратрĕ. Манăн 3 армана туртса илчĕ: пĕри - шыв, иккĕшĕ - çил арманне. Совет влаçне ылханатăп, çĕр тĕпне анса кайтăр вăл. Совет влаçне пăхăнмастăп, тек нимĕн те ан ыйтăр.
Кун пек сăмахсем хыççăн ăна тÿрех тытса кайнă. Архиври документсемпе паллашнă, ĕçе тĕпченĕ май Татьяна Данилова камсене тăван тивни палăрчĕ. Вăл пурте пĕлекен тĕнче чемпионкин - Валентина Егоровăн ват мамаккăшĕ ?е Валя ашшĕн, Михаил Антонович Васильевăн мамаккăшĕ%.
Арканнă мăнастир
Пирĕн ялта Турра ĕненекенсем Элĕк районĕнчи Ефим манахпа та çыхăну тытнă. Вăл "Рождество Христово" турăша тупнă хыççăн ку районти Анатри Юлăш ялĕ патĕнче "Укройская пустынь" мăнастир уçма шутланă. Ăна тума Ефим манах ?Ефим Никитин% хыснаран 6 пин тенкĕ ыйтса илме пултарнă. Халăхран 12 пин тенкĕ пуçтарнă. 1901 çулта ăна тума пуçланă. 1917 çул тĕлне йăлтах çĕклесе лартнă. Вак-тĕвек ĕçсене вĕçлесе мăнастире уçмалли кăна юлнă. Анчах революци ĕмĕте пурнăçланма паман. Кĕçех пурăнмалли 22 çурта тата йывăç чиркĕве пăсса шкулсем тума турттарнă.
Шупашкар тĕрминче мучи Ефимпа пĕрле ларнă. 1928 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче манаха - Казахстана, Чăваш Енри 9 çынна концлагере 3 çуллăх яма йышăннă. Çав шутра Павел Макаровпа Татьяна Данилована та. Анчах манах сасартăк чирлесе вилнипе Казахстана ăсатса ĕлкĕреймен. Вăл ун чухне 68 çулта пулнă. Ыттисене Архангельск облаçĕнчи Кемь хулинчи концлагере ăсатнă. Соловки лагерĕнчен ларса тухнă тĕле вĕсем валли тепĕр йышăну кăларнă. Хальхинче 9 çынна, çав шутра Павел Макарова та, Çĕпĕре 3 çуллăх яма йышăннă. Çапла майпа тĕрмене çакланнисен лармалли вăхăчĕ тухсан та ăна малалла тăсса пынă, ирĕке кăларман. Мучи Сталин вилмесĕр те тамăкран хăтăлайман. Киле 1953 çулта çеç таврăннă. Совет влаçне йышăнманшăн 25 çул тĕрмере ларнă вăл.
Пирĕн кил хушшинче хăйне валли пĕчĕк çурт лартнă, çавăнта мĕн виличченех çĕлесе пурăннă. Лагерьти пурнăçĕ йывăр иртнĕ унăн. Соловки, Воркута, Магадан таранах çитернĕ ăна шăпа. Унти хуласене, заводсене, çулсене тĕрмере ларакансем тунă темелле.
Сталин тапхăрĕнчи лагерьсенчи пурнăçа Солженицин çыравçă "Архипелаг Гулаг" кĕнекинче аван çутатнă. Сăмахран, ĕç нормипе çын пуçне 5-шер кубла метр чул аркатса турттарса хатĕрлемелле пулнă. Йăлтах алă вăйĕпе. Вăрман касакансем 30-40 градус сивĕре ĕçленĕ. Норма тултараймасан апат çитермен. Е усал надзирательсем вĕсене каçа хирĕç вăрманти чÿречесĕр, хутса ăшăтман çуртсене хупса хăварнă. Тепĕр кунне унтан çынсен хытнă ÿчĕсене çеç пуçтарса тухнă. Çулла вара йывăç çумне çыхса вăрмантах çĕр каçарнă. Ÿпре-пăван унăн шăмми-шаккине кăна хăварнă. Çул сарнă çĕрте вилнисене çавăнтах çĕрпе хупланă.
Çак тискерлĕхе мучин те сахал мар курма, чăтма тÿр килнĕ. Çапах унти нушана чăтса ирттерсе киле таврăнма пултарнă вăл. Павел Макаров 92 çулчченех пурăнчĕ. 1998 çулта ăна юлашки çула ăсатрăмăр. Тĕне ĕненекен Павел мучие Турри йывăрлăхра та пăрахман, упранă. Хăй мĕнле асапланнине мучи аса илме юратмастчĕ - чĕрине хумхантарас темен-ши? Эпир те çамрăк пулнă май ыйтма именнĕ. Мĕн виличченех ура ыратнипе аптăрарĕ вăл. Каланă тăрăх - канмалли кун ĕçе тухма килĕшменшĕн надзиратель пăшал приклачĕпе çапнă.
Чăваш Ен прокуратурин йышăнăвĕпе 1994 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Павел Макарович Макарова реабилитациленĕ. Çапла вут-çулăм витĕр тухнă çын таса ятне тинех тавăрнă.
Александр Макаров.
Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.
Комментировать