«Чим, эпĕ каникулта-çке...»
Кантăкран савса пăхакан хĕвел Ромăна вĕренÿре чăнласах хавхалантарать. Тетрадьпе кĕнеки çине хăй шевлине сапаласа кашни кунах кăмăлне çĕклет. Паян темшĕн çук вăл. Çавна май арçын ача чÿречерен вĕçĕмсĕр урамалла тинкерчĕ. Тем пек кĕтсен те çук, курăнмарĕ сарăскер. Кăмăлĕ те пăсăлчĕ. Сасартăк хыçалти партăра ларакан хĕрача сиксе тăчĕ те илемлĕ сассипе сăвă калама тытăнчĕ.
Тĕлĕнмелле! Куç хупса иличчен сарă хĕвел ташласа тухрĕ, ăшăлăхне тавралăха сапаларĕ. Ромăн тути йăл кулчĕ.
— Рома Козлов, доска умне, — терĕ çав самантра вĕрентекен.
Вĕренÿре «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыракан арçын ача пурă илсе задача шутлама та тытăнчĕ. Çырать, çырать... Алли хыççăн шевле сиккелесе пырать. «Рома, тĕрĕс шутла. Эсĕ пултаратăн вĕт. Маттур, маттур», — тенĕ пекех туйăнчĕ ăна хĕвел. Чăн та, кăткăс задача хуравне хĕвелпе самантрах шутласа тупрĕç вĕсем.
— Журнала «5» паллă лартатăп. Пĕр йăнăшсăр шутларăн задачăна, — хавхалантарчĕ вĕрентекен.
...Ыйхăран тарласа вăранчĕ Рома. Сехет çине пăхса илчĕ. Ирхи тăхăр сехет.
— Шкултан çывăрса юлтăм иккен, — тесе вырăн çинчен хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ.
Унтан хăй каникулта пулнине аса илсен ахăлтатсах кулчĕ.
— Тĕлĕке пула юрать çурăм хыçне сумка çакса шкула вĕçтермерĕм. Çулла савăнса, кулса вăхăта ирттермелле. Паллах, аслисене те пулăшма манмалла мар, — терĕ кăмăллăн çеç.
Çапла, кану вăхăтне усăллă ирттересшĕн Рома. Пушă вăхăтра пĕве хĕрринчен татăлмасса пĕлсех тăрать вăл. Ара, пулă тытасси хăйне евĕр иленĕç-çке! Пĕве хĕрринелле вăл утса мар, чупса çитет. Чунĕ васкать, чĕри те, алли те... Витре тулли пысăк пулăсем камăн тытас килмĕ-ши тата?
— Каникул вăрăм. Апла ĕмĕте пурнăçа кĕртме вăхăт тупатăпах, — терĕ пиллĕкмĕш класран «5» паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă хастар Рома, унтан футболла вылякан юлташĕсем патне чупрĕ.
Элиза ВАЛАНС.
Красноармейски районĕ,
Кĕçĕн Шетмĕ.
Комментировать