Сысна çури туянар-и?
Сысна усраса çăвăрлаттаракан хуçалăхсем сахалрах халĕ. Çакă апат нумай хатĕрлемеллипе çыхăннă-ши? Унчченхи пек, тырăпа тивĕçтерекен колхоз çук-çке. Сысна тимлĕх ыйтать, нумай çиет. Анчах сысна килте усрани тупăшлă пулнине чылайăшĕ пĕлет. Типĕ, ăшă вите, апат çителĕклĕ пулсассăн хĕл каçарасси, сысна ĕрчетесси кăткăс ĕçех мар.
Çуркуннехи-çуллахи вăхăтра сысна çури туянса çитĕнтерме ансат. Сысна çури хăвăрт ÿсет, какайĕ тутлă, сĕтеклĕ. Килте мĕнпе тăрантарса усранине лайăх пĕлсе тăратпăр.
Мĕнле сысна çури туянмалла, пасарта е выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермăран?
Сысна ăрачĕ нумай. Какайлăх, салăлăх, ашпа салăлăххисем пур. Тĕрĕссипе, килти хуçалăхра таса ăратлă сысна усракансем сахалрах. Тен, çакă япăх та мар. Чи кирли — выльăх пирĕн тăрăхшăн юрăхлă пултăр тата сывă. Кунашкал çура хăвăрт ÿсет, çирĕп пулать.
Амăшĕнчен уйăрнă сысна çури малтанхи вăхăтра канăçсăрланать: амăшне шырать, апат çиесшĕн мар, вырăн тупмасăр чупкалать, ÿт те хушаймасть. Малтанхи кунсенче пĕчĕкскерпе питĕ тимлĕ пулмалла, вырăна таса тытмалла. Панă апата çимест-тĕк ăна 30 минутран пуçтарса илмелле. Тепĕр хутчен кивĕ апата памалла мар, çĕнĕрен хатĕрлесе памалла. Мĕншĕн тесен амăшĕпе пурăннă чухне çурасене тĕрлĕ инфекцирен амăш сĕчĕн иммунитечĕ хÿтĕленĕ-тĕк, çĕнĕ çĕрте вăл çук.
Туянаканăн сывă çурана илес килет. Лайăх аталаннă, пĕр уйăх тултарнă, çурана туянмалла. Яка ÿтлĕ, пиçĕ кĕлеткеллĕ, шупка-хĕрлĕ тĕслĕ, йăрă, шăрчĕ таса, йăлтăртатса тăрать, хÿри пĕтĕрĕнчĕк, урисем тÿрĕ, куçĕсем йăлтăркка — çаксем сывă çура паллисем. Имшер çура апата лайăх çиеймест — ĕмсерех, аппетитсăр чăмлать. Чĕрри вара апата тÿрех асăрхать, хыпса чăмлама пуçлать. Сывă çуран хÿре айĕ, пĕçĕ хушшисем типĕ, таса.
Икĕ çура туянни аванрах. Пĕрле вĕсем çĕнĕ вырăна хăвăртрах хăнăхаççĕ, ăмăртса апат çиеççĕ. Сысна ушкăнпа пурăнакан выльăх, пĕчченлĕхе юратмасть.
Ытларах пĕр уйăхри çурасене сутаççĕ. Çак ÿсĕмри выльăх валли рацион çапларах кирлĕ: 200 г вĕретнĕ сĕт /малтанлăха сĕте вĕретсе памалла/, 400 г кивелмен обрат е турăх, пĕçернĕ çĕрулми — 200 г, сысна çури валли ятарласа хатĕрлекен концентрат, ешĕл çимĕç — клевер е мăян, е ытти курăк, теркăланă 1 кишĕр, ăшаланă кĕрпе, урпа е манна кĕрпинчен пĕçернĕ пăтă — 300 г, 5 г тăвар. Сысна çури ÿснĕçемĕн рациона анлăлатмалла — тĕрлĕрен çимĕç хушма юрать. Вĕлтĕрен пама юрать, ăна вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле.
2 уйăхри çура вăтамран 15-17 кг таякан пулать. Çак вăхăт тĕлне вăл çирĕпленет, черченкĕ вăхăт иртет. Малашне чĕрĕ апат та ытларах пама юрать.
Комбикорма е ирĕше сыснана шывпа хутăштарса пани аванрах. Типĕ комбикорм çинĕ чухне çуран сăмсине, куçне вĕçсе кансĕрлет.
Пĕчĕк чĕрчуна тимлĕх кирлĕ. Сысна çурин вар-хырăмĕ пăсăлни ытларах хуçа тĕрĕсех мар пăхнипе çыхăннă. Апат пахалăхĕ тивĕçлĕ пулмалла. Çуран варĕ пăсăлсан апат çимест, йăмшакланать, чĕкĕрет. Чирленине сиссенех ăна сиплеме пуçламалла. Апат паракан савăтсене çумалла, çурана кăштах шупкалатнă марганцовка шывĕ памалла. Чĕрĕ, кĕрпеллĕ пĕçермен апат пама тăхтамалла. Чир иртмесессĕн ветеринара чĕнмелле, кирлĕ препаратсемпе сиплемелле. Синтомицин е левомицетин, е эритромицин 0,05-0,1 г пĕр килограмм виçе пуçне кунне 2-3 хутчен ăша памалла.
Çамрăк выльăх шăнса пăсăлма пултарать. Сивĕ çанталăкра ăна ăшă, таса вырăн кирлĕ. Ÿсĕрни, хăвăрт-хăвăрт сывлани, апат çиесшĕн марри — сывлав органĕсен чирĕ пирки калать. Кун пек чухне чирлеттерекен сăлтава пĕтермелле /витене ăшăтмалла, витĕр çил вĕресрен хÿтĕлемелле т.ыт./. Çура шăнса пăсăлсан çак эмелсемпе сиплемелле. Сульфадимезин, сульфацил, этазол — 0,04-0,05 г чĕрĕ пĕр кг пуçне кунне 2-3 хутчен ăша памалла.
Комментировать