ÇĔРТМЕ УЙĂХĔНЧИ ЙĔКЕЛРЕН

8 Июн, 2016

Çĕртме уйăхĕнче пухнă хыр йĕкелĕнчен хатĕрленĕ пыл С витаминпа пуян. Вăл ÿслĕкрен, шăнса пăсăлнă хыççăнхи амаксенчен сипленме, иммунитета çирĕплетме пулăшать.

Хыр йĕкелĕсене çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен кăна пухмалла. Виçĕ литр банкине 1 килограмм сахăрпа сийлесе тултармалла. Савăт анине марльăпа хупламалла та хĕвел лекекен чÿрече анине лартмалла. Банкăра пушă вырăнсем пуласран, сироп йĕкелсене пĕр пек хуплатăр тесе, эрнере пĕрре силлесе илмелле.

Пыл авăн уйăхĕнче пулса çитет. Ăна авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен урăх савăта ярса илмелле. Сулхăнра упрамалла.

Пыла кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс — 1 уйăх. Шăнса пăсăлнипе пулакан чирсен тапхăрĕнче ăна ытларах вăхăт та çиме юрать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.