ЫТЛАШШИНЧЕН ХĂТĂЛМА
Этемĕн сывă организмĕ апатпа тата шывпа кĕрекен тăвара туллин йышăнма, ытлашшине кăларма пултарать. Анчах мĕнле те пулин кăлтăк тупăнсанах тăвар кирлĕ мар вырăнта пухăнма тытăнать, сывлăха япăх витĕм кÿрет. Халăх мелĕсем ăна кăларма, организма пĕтĕмĕшле сыватма пулăшаççĕ.
Шурă рис
Каçхине çунă 1 стакан риса 1 стакан шыва ямалла. Ирхине унран тăвар хушмасăр шĕвĕ пăтă пĕçермелле. Ирхи апатчен 4 сехет маларах çимелле. Курс — 1 эрне.
Çак тапхăрта пăрăçлă, тăварлă, çуллă çимĕçсене рационран кăлармалла, мĕншĕн тесен вĕсем тасату витĕмне чакараççĕ.
Шута илме: ку меслет вар хытас туртăмлă çынсене юрамасть.
Лăсăллисен йĕкелĕ
Хыр е чăрăш йĕкелне çĕрлене хирĕç 1 стакан шыва ярса лартмалла. Ирхине 5 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла, стакан тулмалăх вĕренĕ шыв хушмалла. Çĕрлене хирĕç çур стакан ĕçмелле. Юлнине холодильникре упрамалла. Курс — 1 уйăх.
Шута илме: ку меслетпе аллергипе аптракансен питĕ асăрханса усă курмалла.
Лавр çулçи
Вăтам 15 лавр çулçине тин вĕренĕ 1,5 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле. Термоса куçармалла та 4 сехет лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕчĕк сыпкăмсемпе улăм пĕрчи витĕр /шăл эмальне сиенлесрен/ пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — 3 кун.
Шута илме: ку меслетпе шăк çулĕсен тата вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен усă курма юрамасть.
Кĕтмел çулçи
Кĕтмелĕн /брусника/ 2 апат кашăкĕ типĕ çулçине тин вĕренĕ 0,5 литр шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 40 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 3 эрне.
Шута илме: ку меслетпе пÿре чирĕсемпе, гипотонипе, холециститпа аптракансен усă курма юрамасть.
Хĕрен тымарĕ
Хĕренĕн 1 килограмм чĕрĕ тымарне вĕтетмелле, 4 литр сивĕ шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çур килограмм пыл хушса лайăх пăтратмалла. Сивĕ вырăнта упрамалла. Кунне 1 стакан ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.
Шута илме: ку меслетпе хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа, хырăмлăх язвипе, пÿре чирĕсемпе аптракансен сипленме юрамасть.
Комментировать