КАШКĂР ÇЫРЛИНЧЕН

8 Июн, 2016

Кашкăр çырлипе е вăрман алпастă курăкĕпе /марьянник дубравный, иван-да-марья/ халăх медицининче анлă усă кураççĕ. Сиплев валли ӳсен-тăранăн çĕр çийĕнчи пайне тата вăррисене пухса типĕтеççĕ.

Ӳсен-тăран наркăмăшлă, çавăнпа унăн препарачĕсемпе рецептра палăртнă йĕркене тата виçене пăхăнса сипленмелле.

  • Юн пусăмĕ ӳсни, вар-хырăмăн шыçă чирĕсем, пуç çаврăнни, невралги аптратсан, юн кĕвелессине хăвăртлатма. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 10 кун. 10 кун тăхтанă хыççăн каллех çавăн чухлĕ ĕçмелле. Пĕтĕмĕшле курс — 1 уйăх.
  • Кашкăр çырли тытамакран /эпилепси/ сипленме пулăшать. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехтрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Пĕтĕмĕшле курс — 1 уйăх. 10 кун ĕçмелле, 10 кун тăхтамалла, унтан татах çавăн чухлĕ ĕçмелле.
  • Ӳт туберкулезĕ, диатез, экзема, тĕрлĕ кĕсен, вĕлтрен шатри аптратсан. Фитованнăсем усăллă. Тӳпелесе тултарнă 3 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1-1,5 литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе е термосра 2 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, ăшă шывлă ваннăна ямалла. Унта пĕр эрне кашни кун, малалла эрнере икĕ хут 15-20-шер минут выртмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен, анчах пĕр уйăхран ытла мар.
  • Сыпăсем ыратсан. Çӳлти рецептпа хатĕрленĕ шĕвекре пир пусмана йĕпетсе чирлĕ сыпă çине хумалла, полиэтиленпа витмелле, ăшă чĕркемелле, 1 сехет /ытларах мар!/ тытмалла. Процедурăна кунне 2 хут сывлăх лайăхланичченех тумалла. Курс — 3 эрне таран.
  • Кашкăр çырлин сĕткенĕ аллерги шатрисенчен сипленме пулăшать. Сиенленнĕ ӳт çине чĕрĕ курăка лӳчĕркесе /сĕткенĕ тухма/ хумалла, бинтпа çыхмалла, шатра çухаличченех тытмалла. Чи нумаййи — 1 сехет.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.