2016 çулхи çу уйăхĕнче Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн рейтингĕнче позицийĕсене лайăхлатнă

7 Июн, 2016

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви 2016 çулхи çу уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн рейтингне хатĕрленĕ.

Çак рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене лайăхлатнă, пĕр йĕрке çÿлерех хăпарнă, "Вăйлă витĕм" ушкăна кĕрет.

Палăртса хăварар: эксперт ыйтăмне /АПЭК рейтингне унăн кăтартăвĕсене тĕпе хурса хатĕрлеççĕ/ анкета мелĕпе ирттереççĕ. 2016 çулхи çу уйăхĕнче унта 25 эксперт-политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем — хутшăннă.

1-10 шкала тăрăх экспертсем федераци шайĕнче /РФ Президенчĕн администрацийĕнче. РФ Правительствинче, РФ Федераци Пухăвĕнче, парти тата бизнес-элитăра/ регионсен пуçлăхĕсен витĕмне хаклаççĕ.

Малтанах кашни эксперт анкетăра тăратнă кашни кандидат витĕмне хаклать, ун хыççăн эксперт хаклавĕсен вăтам балĕсене палăртаççĕ.

Пĕтĕмлетÿ рейтингĕ — Раççей эксперт пĕрлĕхĕн лидерĕсем Раççей регионĕсен пуçлăхĕсен витĕмне пĕтĕмĕшле хак пани. Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх рейтинга кĕнисене "питĕ вăйлă витĕм" /1-20/, "вăйлă витĕм" /21-50/, "вăтам витĕм" /51-85/ ушкăнсене кĕртеççĕ.

 

Рубрика: