Ача йышăнакансене вĕрентрĕç

25 Мар, 2014

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче çемьене ача йышăнакан ашшĕ-амăшĕн шкулĕн кăçалхи вĕренĕвĕн пĕрремĕш курсĕ иртрĕ. Ăна Психологпа педагог реабилитацийĕпе коррекци центрĕнче йĕркелерĕç. Асăннă шкулăн пулăшăвне илнĕ 10 çын ятарлă свидетельствăллă пулчĕ.

Ача йышăнакан çемьесем тĕлĕшпе уçнă курс программине ăша хывнă хыççăн çитĕннисемшĕн ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнăскере хÿтлĕхе илме çăмăлрах. Ют пепке тетте маррине кашни çын ăнланать. Опекăпа попечитель органĕсен специалисчĕсем, юристсем, педагогсемпе психологсем, социаллă ĕçченсем тăлăхсене хăйсен «йăвине» илес шухăш тытнисемпе тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ: ачасен психологийĕн хăйне евĕрлĕхĕ, вĕсем çемьене хăнăхас тапхăрти йывăрлăхсем, çул çитменнисен сывлăхĕпе тыткаларăшĕ, йышăнупа юридици йĕрки т.ыт.те.

Ачана çемьене илесшĕннисен хушшинче медицина кăтартăвĕсене пула пепке çуратайман çамрăк çемьесем çеç мар. Хăйсен ачисене воспитани паракан е çитĕнтернĕ тĕрлĕ ÿсĕмри ашшĕ-амăшĕ те пур. Çавна май тăлăхсемшĕн чи çывăх çыннисене улăштараканĕ пулма хатĕрленекенсен ÿсĕмĕ расна: 20 çултан пуçласа 60 таранах. Пулас амăшĕсемпе ашшĕсем асăннă курса пĕчченшерĕн мар, мăшăрпа килни час-час тĕл пулать.

Çакăн пек вĕренĕвĕн тĕллевĕ пĕрре - ачасене тепĕр хут «тăлăха» юласран сыхласси. Шăпах çавна пула преподавательсем курс итлевçисене çав тери çирĕп утăм тунине ăнкарса илме пулăшасшăн тăрăшаççĕ. Ачасен пурнăçĕнче пулнă инкек тата вăйланасран пирĕн, вĕсен çумĕнчи аслисен, асăрханмалла.