Аслă ăру çыннисене - компенсаци
Кăçалхи ака уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Граждансен уйрăм категорине нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама взнос тÿлес енĕпе социаллă пулăшу парасси çинчен» саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 70 тата 80 çулсенчи ватăсем тăкакланнăшăн компенсацие тивĕçеççĕ. Кун пирки паянхи кăларăмра ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн ăнлантарса пама кăмăл турĕ.
— Сергей Петрович, тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама хывнă взнос тăкакĕсене тивĕçекенсен шутне камсене кĕртнĕ?
— Компенсацие пĕччен пурăнакан, ĕçлемен, 70 /80/ çула çитнĕ е çемьере асăннă ÿсĕмри ĕçлемен граждансемпе пĕрле пурăнакан, пÿлĕм тĕлĕшпе харпăрлăх хуçи шутланакан çынна параççĕ. Республикăра тĕпленнĕ çын патшалăх пулăшăвне пĕр хваттершĕн кăна тивĕçет. Кун пек чухне унăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн, çав шутра — тĕп юсав ĕçĕсен взносĕн, парăмĕ пулмалла мар /пур-тăк ăна татасси пирки килĕшÿ çирĕплетмелле/.
— Тăкаксене мĕнле виçепе саплаштараççĕ?
— Унăн виçи гражданин ÿсĕмĕпе çыхăннă: пĕччен пурăнакан, ĕçлемен, 70 çула çитнĕ е çемьере асăннă ÿсĕмри ĕçлемен граждансемпе пĕрле пурăнакан, пÿлĕм тĕлĕшпе харпăрлăх хуçи шутланакан çынна нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамашкăн взнос тÿленин тăкакĕн 50 процентне параççĕ; пĕччен пурăнакан, ĕçлемен, 80 çула çитнĕ е асăннă ÿсĕмри ĕçлемен граждансемпе пĕрле пурăнакан, пÿлĕм тĕлĕшпе харпăрлăх хуçи шутланакан çынна — 100 процент. Асăннă компенсацие тивĕçекен гражданин 80 çул тултарсан 100 процентлă компенсацие çав уйăхăн 1-мĕшĕнчен памалла тăваççĕ. Кун пек чухне унăн çакна документпа çирĕплетмелле мар.
— Патшалăх тăкаксене 100 проценчĕпех саплаштарнине шута илсен 80 çул тултарнă çын тĕп юсав ĕçĕсемшĕн взнос тÿлемесен те пултарать апла?
— Апла мар. Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 160-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн тăкакĕн компенсацине ку енĕпе, çав шутра тĕп юсав ĕçĕсен взносĕ тĕлĕшпе, парăм çук /пур-тăк ăна татмашкăн килĕшÿ тунă/ çынсене кăна параççĕ. Çапла вара гражданинăн малтан тĕп юсав ĕçĕсен взносне хывмалла, ун хыççăн хăй пурăнакан вырăнти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайран компенсаци ыйтмалла.
— Кун пек чухне унăн мĕнле документсем тăратмалла?
— Компенсаци валли гражданинăн хăйĕн е шаннă çын урлă /шанăç хучĕпе/ халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пая тÿлеве палăртма ыйтса çирĕплетнĕ йĕркепе çырнă заявлени тата çын кам пулнине ĕнентерекен документ çитермелле. Сăмах май, тĕп юсав ĕçĕсен взносне тÿленин компенсацине тивĕçмешкĕн заявление пĕр хут кăна памалла.
Социаллă хÿтлĕх мерине илмешкĕн çак документсен копийĕсем кирлĕ: пурăнмалли пÿлĕм тĕлĕшпе харпăрлăх хуçин правине çирĕплетекен документăн; çемьере пĕрле пурăнакансем пурри çинчен илнĕ справкăн; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлени, çав шутра нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамашкăн взнос хывни е парăм пур-тăк, ăна татмашкăн килĕшÿ туни çинчен калакан документăн.
Заявление тата документсен копийĕсене, оригиналсемсĕр пуçне, почтăпа ярса пама юрать. Çын кам пулнине, кописем оригиналсемпе пĕр килнине, заявление гражданин хăй алă пуснине Раççей Федерацийĕн саккунĕсенче çирĕплетнĕ йĕркепе палăртаççĕ.
Енчен те гражданин асăннă документсене парайман пулсан социаллă служба органĕ вĕсене тивĕçлĕ ведомствăсенчен ыйтса илет.
Ыйтăва заявлени панăранпа 15 кун иртиччен татса параççĕ тата йышăннă мерăсем çинчен гражданина 5 кун иртиччен пĕлтереççĕ.
— Компенсацие хăçан тÿлеме тытăнаççĕ?
— Гражданин кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тăкакланнине тĕпе хурса 2016 çулта илнĕ заявленисем тăрăх тÿлевпе тивĕçтереççĕ.
Çынсен уйрăм категорине компенсацие кварталсерен, отчетлă тапхăр хыççăнхи уйăхăн 25-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕсен кредит организацийĕнчи счетне куçараççĕ е почта урлă çитерсе параççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи ака уйăхĕн 1 — çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕсенче илнĕ заявленисем тăрăх компенсаципе 2016 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен тивĕçтереççĕ.
— Компенсацие мĕнле шутласа палăртаççĕ?
— РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн компенсаци виçине пĕтĕмĕшле лаптăкăн пĕр тăваткал метрне тĕпрен юсамашкăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ уйăхсерен хывмалли взносăн чи пĕчĕк виçине /2016 çулта — 5,80 тенкĕ/ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн субсиди шутлама усă куракан лаптăкăн регионти стандарчĕн виçине /пĕччен пурăнакан çыншăн — 33, икĕ çынран тăракан çемьешĕн — 51, виçĕ тата ытларах çынлă çемьешĕн — кашнин пуçне 18-шар тата пурне те пĕрле 9 тăваткал метр хушса параççĕ/ тĕпе хураççĕ /таблицăпа паллашăр\.
Тĕп юсав ĕçĕсен взносне тÿленĕшĕн компенсаци шутлавĕн тĕслĕхĕсем
Пурăнмалли услови | Компенсаци шутлавĕ | |
1 |
29 тăваткал метрлă хваттерĕн 71 çулти хуçи пĕччен пурăнать, ĕçлемест
|
Хваттерĕн учетлă лаптăкĕ: 29 тăваткал метр
Компенсаци виçи:
/29 х 5,80/ х 50% = 84,10 тенкĕ
|
2 |
60 тăваткал метрлă хваттерĕн 71 çулти хуçи пĕччен пурăнать, ĕçлемест
|
Хваттерĕн учетлă лаптăкĕ:
33 тăваткал метр Компенсаци виçи:
/33 х 5,80/ х 50% = 97,70 тенкĕ
|
3 |
60 тăваткал метрлă хваттерĕн 71 çулти ĕçлемен хуçи тата ĕçлемен 67 çулти гражданин пĕрле пурăнаççĕ
|
Хваттерĕн учетлă виçи: /21 х 2 + 9/ : 2 = 25,5 тăваткал метр
Компенсаци виçи: /25,5 х 5,80/ х 50% = 73,95 тенкĕ
|
4 |
60 тăваткал метрлă хваттерĕн 71 çулти ĕçлемен хуçи 67 тата 69 çулсенчи икĕ пенсионерпа пурăнать
|
Хваттерĕн учетлă виçи: /18 х 3 + 9/ : 3 = 21 тăваткал метр
Компенсаци виçи:
21 х 5,80 х 50 = 60,90 тенкĕ
|
5 |
60 тăваткал метрлă хваттерĕн 82 çулти хуçи пĕччен пурăнать, ĕçлемест
|
Хваттерĕн учетлă виçи: 33 тăваткал метр
Компенсаци виçи: 33 х 5,80 х 100% = 191,40 тенкĕ
|
6 |
60 тăваткал метрлă хваттерĕн 82 çулти ĕçлемен хуçи ĕçлемен 67 çулти гражданинпа пурăнать
|
Хваттерĕн учетлă виçи:
/21 х 2/ + 9/ : 2 = 25,5 тăваткал метр
Компенсаци виçи: 25,5 х 5,80 х 100 = 147,90 тенкĕ
|
7 |
60 тăваткал метрлă хваттерĕн 82 çулти ĕçлемен хуçи 83 тата 69 çулти ĕçлемен пенсионерсемпе пурăнать
|
Компенсацие хваттер хуçине кăна шутласа параççĕ.
Хваттерĕн учетлă виçи: /18 х 3/ : 3 = 21 тăваткал метр
Компенсаци виçи: 21 х 5,80 х 100% = 121,80 тенкĕ
|
8 |
60 тăваткал метрлă хваттерте харпăрлăха çурмалла пайланă 82 тата 67 çулсенчи ĕçлемен çынсем пурăнаççĕ
|
Хваттерĕн учетлă виçи:
/21 х 2/ + 9/ : 2 = 25,5 тăваткал метр
Компенсаци виçи: 25,5 х 5,80 х 100 = 147,90 тенкĕ
|
— Пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнсен инваличĕсем компенсаци ирĕкĕпе усă кураççĕ-и?
— Пирĕн республикăри пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнсен инваличĕсене тĕп юсав ĕçĕн взносĕшĕн паракан компенсацие пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн саплаштарăвĕ шучĕпе уйăхри укçа тÿлевĕн тытăмне кĕртнĕ тата вĕсене асăннă взносăн 50 процентĕнчен ытлашши памаççĕ. Сусăрсен асăннă ирĕкне федерацин «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» 181-мĕш саккунĕнче палăртнă.
Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1 — çĕртме уйăхĕн 31-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче куçăм тапхăрĕ пырать: компенсаципе фиксациленĕ виçепе тивĕçтереççĕ /инвалидсене — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу хакĕсен муниципалитет районĕсем тата хула округĕсем тăрăх субсиди шутлама çирĕплетнĕ стандартăн 20 проценчĕ чухлĕ/.
2016 çулхи çурла уйăхĕнче федераци çăмăллăхçисене хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕ тÿленĕ виçене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн чăннипе тăкакланнă суммăпа /çав шута тĕп юсав ĕçĕсемшĕн взнос хывни те кĕрет/ шайлаштарса хушнă укçана асăннă тапхăршăн гражданинăн кредит организацийĕнчи счетне куçарса парать.
Федераци çăмăллăхçисен кăçалхи нарăс уйăхĕн 1 — утă уйăхĕн 31-мĕшĕсенчи тапхăршăн укçа хывнине çирĕплетекен документсем социаллă службăна илсе пырса пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн компенсацийĕн виçине тепĕр хут шутласа памашкăн ыйтма ирĕк пур.
Валентина СМИРНОВА
Комментировать